Шупашкарта – экскурсире
Эпир, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 4 “а” тата 4 “б” класĕсенче вĕренекенсем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта экскурсире пултăмăр.
Хамăр республикăн тĕп хулипе паллашни пирĕн кăмăл-туйăма çĕклерĕ, тавра курăма пуянлатрĕ. Акă, пĕр вăхăт Шупашкар заливĕ хĕрринче тăтăмăр. Çыранта – Аннесене сума суса лартнă монумент. Епле хумханмăн-ха ун умĕнче?
СССР космонавт-летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне Андриян Григорьевич Николаева халалласа йĕркеленĕ парка çитсе куртăмăр. Кĕнеке лавккисене кĕрсе учебниксемпе тĕрлĕ литература туянтăмăр. “Аквариумсен тĕнчинче” нумай тĕслĕ пулăсем ишсе çÿренине сăнарăмăр.
Çапла, çĕннине, усăллине чылай курма пулчĕ экскурсире. Шкул автобусĕпе çÿрени çул çÿреве самаях çăмăллатрĕ.
"Пирěн пурнăç"