Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кашни çынна – тивĕçлĕ ĕç условийĕсем

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 212 статйипе килĕшÿллĕн ĕç паракансен коллективри кашни çынна ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх условийĕсене шута илсе ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле.

Çакăн çинчен районти координаци Канашĕн ларăвĕсенче те, семинар-канашлусенче те ыйту çĕкленĕ. Ку ĕçе прокурор хутшăннă хыççăн “Красночетайская” КСО ХАО-ра тата “Гидравлика” УАО-ра лав вырăнтан хускалнă теме юрать. Анчах... Строительство организацийĕнче аттестациленĕ 27 ĕç вырăнĕнчен çиччĕшĕнче кăна ĕç условийĕсем юрăхлă, 20-мĕшĕнче вара сиенлĕ тата хăрушă пулнине палăртнă. “Гидравликăра” 13 ĕç вырăнĕнчен 4-шĕ паянхи ыйтусене тивĕçтернине, 9-шĕ юрăхлă маррине çирĕплетнĕ.

Кирек камăн та хăрушлăх çук çĕрте ĕçлемелле – çакăн пек хушаççĕ РФ Ĕç кодексĕн статйисем.



"Пирěн пурнăç"
13 сентября 2008
00:00
Поделиться