Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Уйри тырă – кĕлетри мар

Кăçалхи çу кунĕсем çумăрлă тăчĕç. Вĕсем ял çыннисене уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерме нумай чăрмав кÿчĕç. Акă, районта вырма тăсăлса пыни пăшăрхантарать. Тыр-пул пухса кĕртес ĕçе мĕнле майпа хăвăртлатмалла. Çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене епле çĕнтермелле; Район пуçлăхĕ Александр Криков хутшăннипе кăçалхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене чĕннĕ канашлура çак ыйтусене çивĕч хускатнă.

Кăçал районĕпе 7267 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса илмелле. Акă, “Коминтерн” 1406 гектар, “Асамат” – 2166, “Путь Ильича” – 900, “Нива” – 661, В.Никитин фермер хуçалăхĕ – 474, “Аккозинский” – 387, “Победа” – 350, “Свобода” 310 гектар тыр-пул çитĕнтернĕ. Ытти хуçалăхсен лаптăкĕсем пĕчĕкрех. “Свобода”, “Нива”, В.Никитин фермер хуçалăхĕ тата “Асамат” пурĕ 441 гектар тырра выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă курнă. Çапла вара сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне 4182 гектар йышăнакан тырра вырса çапнă. Ку аван-ха. Анчах та хăмăлта ларакан тырă уй-хирте сахал мар. Вăл 2644 гектарпа танлашать.

Пуçтарса кĕртмен лаптăк “Асамат” хуçалăхăн чи пысăкки – 891 гектар, “Коминтерн” ЯХПК-ан – 646, “Путь Ильича” обществăн – 349, “Победăн” – 192, “Авангардăн” – 183, “Аккозинскийĕн” 173 гектар. Ыттисенче вырмалли нумаях юлман теме пулать. Сăмахран, “Нива” кооператив ертÿçисем ĕçе лайăх йĕркелесе тыр-пул пухса кĕртессине август уйăхĕнчех вĕçлерĕç. Кунта ыйту тухса тăрать: кайра пыракансем ĕç çине хăçан вĕçлеме пултарĕç; Пытармалли çук, халĕ тырă выртса пĕтнĕ. Çумăр çумасан та вăл часах типес çук. Кунсем те кĕскелчĕç.

Комбайнсем, шутне кура, августăн 11-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕчченхи тапхăрта талăкра “Путь Ильичара” 33 гектар, “Коминтернра” – 38, “Победăра” – 6, 4, “Свободăра” – 14, “Аккозинскийĕнче” – 13, 4, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче – 22, 5, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕнче – 6, 4, “Асаматра” 58, 9 гектар тырă вырса пухнă. Кашни агрегат кунне вăтамран “Коминтернра” 9, 5 гектар, “Аккозинскийĕнче” – 6, 6, “Победăра” тата “Мочковашскийĕнче” – 3, 2, “Асаматра” 1, 8 гектар ял хуçалăх культурисем пуçтарса кĕртнĕ. Кун пек хăвăртлăхпа ĕçлесен пĕтĕм тыр-пула пухса илме “Победăна” 30 кун, “Коминтерна” – 17, “Асамата” – 15, “Аккозинскийне” – 13, “Свободăпа” “Мочковашскийне” – 7, “Искра-Хмельпе” В.Никитин фермер хуçалăхне 2 кун кирлĕ. Уйри тырă вара кĕтмест, вăл тăкăнать. Халăх вăй-халĕпе, тарĕпе çитĕнтернĕ пурлăх сая каяс хăрушлăх пур.

Ăна çăлса хăварассишĕн мĕн пур майсемпе тăрăшмалла – çакăн пек тĕллев лартнă хуçалăхсен ертÿçисен умне район пуçлăхĕ. Кун пек йывăрлăхра пĕр-пĕрне ал памалла, пулăшмалла. Кÿршĕ уйĕ – ют уй мар-çке. Хальлĕхе районĕпе 11 комбайн пушă. Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрикин, “Суран”, Питĕркасси ял тăрăхĕн – пĕрер, “Нивăн” – 5, В.Никитин фермер хуçалăхĕн 3 агрегачĕ ĕçе хутшăнма юрăхлă. Малашне “Асамата” “Нива” хуçалăх механизаторĕсем пулăшĕç. “Победăра” – “Свобода”, “Коминтернра” – “Дар-Бройлер”, “Путь Ильичара” – “Сурапа”, В.Никитин фермер хуçалăхĕн, “Авангардра” “Искра-Хмель” агрегачĕсем ĕçлĕç. Комбайнерсене вырса илнĕ тыррăн 25 процентне уйăрса памалла. Тĕпрен илсен, вырмана сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле! Техникăпа, ытти ĕç вăйĕпе пĕлсе, туллин усă курни район пуçлăхĕ А. Криков лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшасса шанас килет.

Канашлура çĕр хатĕрлес, кĕр тыррисем акас ыйтусене те хускатнă. Акă, ку таранччен районĕпе 4123 гектар лаптăка кăпкалатнă. Ку енĕпе “Дар-Бройлер”, “Путь Ильича”, “Коминтерн”, “Нива” хуçалăхсем япăх мар ĕçленине палăртма пулать. Шел пулин те, ыттисем çĕр хатĕрлес тĕлĕшпе каярах юлса пыраççĕ. Хуçалăхсен пурĕ 6959 гектар çине кĕрхи культурăсем акса хăвармалла. Çанталăк условийĕсене кура акмалли лаптăка пĕчĕклетнĕ – 5106 гектар. Кашни коллективлă предприятие заданисем парса тухнă. Вĕсене пурнăçламасан район çитес çул тырăллă пулаймасть. Кĕр тыррисем лайăх тухăç пани никамшăн та вăрттăнлăх мар-çке.

Паянхи куна 1280 гектар ыраш тата кĕрхи тулă акса хăварнă. Ку вăл планăн 18 проценчĕ. Тырă акассипе ку таранччен “Свобода” (58 процент), “Нива” (45), В.Никитин фермер хуçалăхĕ (45), “Дар-Бройлер” (39 процент) ыттисенчен аванрах ĕçленĕ. Анчах кĕр тыррисен вăрлăхне тăпрана варăнтарса хăвармалли чи лайăх вăхăт иртсе пырать. Çакна пур çĕрте те шута илни кирлĕ – палăртнă канашлура.



"Пирěн пурнăç"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться