Районта банкомат ĕçлеме пуçларĕ
– Районта банкомат пурри пластик картисемпе усă куракансене чылай çăмăллăх кÿрет, – терĕ С.Секайкина. – Халĕ укçа алла илес, кредит тÿлес, сотовăй телефон çине укçа хурас тесен черетре тăмалла мар. Килти телефонпа усă курнăшăн та банкомат урлă тÿлеме пулать.
Раççей Перекет банкĕн Етĕрнери уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ А.Лотов пирĕн район çыннисене çĕнĕлĕх хута кайнă ятпа саламланă май банкомат урлă коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлессине те йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ.
А.Криков районта банкомат пурри çынсемшĕн усăллă та меллĕ пулни пирки каларĕ, Перекет банкĕн районти уйрăмĕнче тăрăшакансене ĕçре ăнăçу сунчĕ.
Паянхи куна районти хушма офис 1300 çынна пластик картисем панă. Ĕç укçине банкомат урлă илессине йĕркелесе Перекет банкĕн районти уйрăмĕпе килĕшÿ тунă предприятисем те пур районта.
Банкомат талăкĕпех ĕçлет. Ирпе-и, çĕрле-и, канмалли кунсенче-и – хуть те хăш вăхăтра та укçа илме е ытти банк операцийĕсене тума пулать. Вăхăт та нумай иртмест. Акă, районти банкоматпа чи пĕрремĕш усă курнă Туктамăшри А.Тихонов темиçе çеккунт хушшинче укçа илчĕ. Сăмах май, пĕр çын талăкне банкоматран 150 пин тенкĕ, пĕр банк операцийĕ вăхăтĕнче 40 пин илме пултарать.
Пластик картине алла илес тесен Перекет Банкĕн районти уйрăмне çитсе заявлени кăна çырмалла. Паспорт илме ан манăр. Енчен те эсир СБЕРКАРТ пластик картине илесшĕн пулсан, сирĕн 5 минут кĕтмелле пулать. Пĕтĕм тĕнчери тÿлев системин пластик картисене вара заявлени çырнă хыççăн 10 кунтан параççĕ.
Районта банкомат уçăлни халăха пулăшу парас ĕçĕн пахалăхне ÿстерессе шанатпăр.