Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кам килсе тасатса парасса кĕтеççĕ-ши

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тасалăхпа тирпей-илем ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Тĕрĕссипе каласан вара, вырăнти тирпейлĕхшĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Ку вĕсен кулленхи тивĕçĕ. Уйрăмах пире районти çăвасем япăх лару-тăрура пулни пăшăрхантарать. Август уйăхĕн вĕçĕнче эпир районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕпе П.П.МИКИШИНПА рейдра пултăмăр, ял тăрăхĕсенчи çăвасене пăхса çÿрерĕмĕр.

Чи сăваплă та таса вырăна – масара – пăхса тăрасси çине питех тимлĕх уйăрмастпăр эпир. Вилнисене асăнмалли кунра, Çимĕкре, Сăпасра çывăх çыннăмăрсен вил тăприйĕсене тирпейлетпĕр те – пулчĕ.

Çак кунсенче пирĕн Штанаш, Кив Атикасси, Хусанушкăнь, Тралькасси, Пантьăк, Мăн Этмен, Ачкасси, Атнар, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсенчи çăвасене çитсе курма тÿр килчĕ.

Штанаш, Ачкасси, Хусанушкăнь, Тралькасси, Атнар ял тăрăхĕсенчи çăвасем çинче хăрушла тасамарлăх хуçаланать. Тем çÿллĕш çитĕнсе кайнă çум курăкĕсем, куршанкă, хыт-хура ăшĕнче хĕресĕсем те курăнмаççĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех çăвасен кивĕ лаптăкĕсем йывăç-курăк, куршанак айне путнă, çын ури пусса курман чăтлăха аса илтереççĕ вĕсем. Чылай çăвасен алăкĕсем çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ, теприсен алăкĕсем те, карти те çук. Çитсе курнă çăвасенчен Этмен, Пантьăк, Хирлÿкасси ял çăвисем çеç шалти тасалăхпа палăрса тăраççĕ. Кунта сăваплă вырăна манманни, тасатса-пăхса тăни сисĕнет. Çавăн пекех Туктамăшпа Кив Атикасси, Енкĕлт çăвисене тасаткаласа тăни сисĕнет. Анчах та вĕсенче те, ытти çĕрти пекех, çăва карти тулашĕнче хыт-хура, çÿп-çап хуçаланть.

Сĕнтĕкçырми çăвине çынсем пач та пырса çÿремеççĕ-ши; Карта, алăк тĕлли-палли те çук, курăк, хыт-хура тем çÿллĕш ларать. Тата тахăшĕ (пуçпа шутласах-ши;) вил тăприсем çывăхнех пăрушне кăкарса хăварнă.

Ваçкаçырми çăви çул хĕрринчех вырнаçнă. Кунта юлашки хут çын алли хăçан пырса тĕкĕннĕ-ши; Вутă-шанкă, çÿп-çап, хыт хура – тĕлĕнмелле тасамарлăх!

Çÿп-çап тăкмалли контейнерсем пур çĕрте те çук, пуррисем те тулса тăкăнса кайнă. Çăва çумĕнчи çÿп-çап тăкмалли шăтăка килти кирлĕ мар япаласене: ваннă кантăк, люминесцентлă лампăсем – килсе пăрахнă тĕслĕх те пур.

Хăмаркка ялĕн çăвине кĕнĕ вырăнта контейнер ларать пулин те ун çумĕнчех çÿп-çап купи «тивĕçлĕ вырăн» тупнă. Унта тĕрлĕ пакет, пластик савăт-сапа тата ытти те йăванса выртать. Ял çыннисенчен хăшĕ-пĕри хăйсен тăванĕсен вил тăприйĕсене тирпейленĕ хыççăн хыт-хурана кунта тухса пăрахнă. Карти те ишĕлсе аннă. Кив Ирчемес çăвинче курăк çитĕнсе кайни пĕтĕм илеме пăсать. Мучикасси ялĕн çăвине кĕнĕ чухне те кăмăл пăсăлать: алăк умĕнчех çÿп-çап купи сапаланса выртать. Карти пирки калас пулсан вара вăл ишĕлсе анма пуçланă, çывăх вăхăтрах ÿкме пултарĕ. Çăвинче те таса мар, йĕри-тавра курăк ÿссе кайнă, хăш-пĕр хĕрессем чалăшнă. Атнар ял тăрăхне кĕрекен ялсен çăвисем те тасалăхпа палăрса тăраймаççĕ. Кишлĕ, Хĕрлĕ Çыр, Березовка, Сорăм ялĕсен çăвисем курăк айне путнă, йывăç хĕрессем е чалăшнă, е вуçех ÿкнĕ. Картисем те нумай çĕрте ишĕлме пуçланă. Хĕрлĕ Çыр тата Сорăм çăвисене кĕнĕ çĕрте çÿп-çап куписем «илемлĕн» выртаççĕ. Атнар çăвине кĕриччен кунта тасалăх хуçаланать текен шухăш çирĕпленме пултарать, анчах шалта курăк çитĕнсе кайни, карта хĕррипе вырнаçтарса тухнă тĕссĕрленнĕ чечек кăшăлĕсем чылай пулни малтанхи шухăша ылмаштарать.

Çăвасем тăрăх çÿрени çакна кăтартса пачĕ: ытла та нишлĕ чунлă çав эпир. Мăн асаттесемпе асаннесем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна пăхса, тасатса-тирпейлесе тăма вăхăт тупаймастпăр. Мĕн çинчен шутлаççĕ-ши ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, масарсене кам килсе тасатса парасса кĕтсе пурăнаççĕ-ши; Кашни ялта тенĕ пекех ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем пур. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса вĕсене урамсемпе çул хĕррисене, çăвасене тасаттарма май çук-ши; П.Микишин пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи каникул вăхăтĕнче çул çитмен çамрăксене те тирпей-илем кĕртес çĕрте ĕçлеттерме ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тума май пулнă. Районти 7 ял тăрăхĕн администрацийĕ çак майпа усă курнă, Атнар, Тралькасси тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсем çеç çак ĕçрен пăрăннă.



"Пирěн пурнăç"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться