Айăплисен явап тытмаллах
Çавн май Алексей Кузьмин аслă инспекторпа пĕрле граждансене кашни кунах йышăнатпăр, вĕсемпе калаçусем ирттеретпĕр, судпа айăпланнисен килĕсене те çитетпĕр, вырăнти лару-тăрупа паллашатпăр, ял тăрăхĕсен ĕçченĕсемпе, хуçалăхсен ертÿçисемпе, çынсемпе тĕл пулса калаçатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, айăпа кĕнисене куçран вĕçертместпĕр, çавăн пек граждансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерессине тĕп вырăна хуратпăр. Пирĕн тивĕç – судпа айăпланнисене ытла та çирĕп наказани парасси мар, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăма, хăйсен айăпне тĕрĕс ăнланса илме пулăшасси.
Калас пулать, судпа айăпланнисенчен ытларахăшĕ хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ, тÿрленÿ çулĕ çине тухма тăрăшаççĕ. Ун пеккисене эпир вăхăт çитичченех учетран кăларатпăр. Акă, 2008 çулта 21 çынна тĕрĕслев срокĕ тухичченех айăплавран хăтарнă. Кăçалхи майăн 16-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе Раççей административлă кодексăн 3.5, 7.27 статйисене улшăнусем кĕртнĕ. Çак çăмăллăха пирĕн районти 2 çын тивĕçнĕ. Амнистие лексе вĕсем пысăк çăмăллăхпа усă курчĕç, айăплав срокĕ вăхăт çитичченех вĕçленчĕ.
Шел пулин те, судпа айăпланса пирĕн инспекцире учетра тăракансем хушшинче саккуна пурнăçламан граждансем те пур. Хăш-пĕрисем ĕçрен пăрăнса çÿреççĕ, эрех-сăрапа иртĕхеççĕ, çемьере харкашу пуçараççĕ, обществăлла йĕркелĕхе пăсаççĕ. Паллах, кун пеккисем пирки çирĕп мерăсем йышăнма тивет. Хăйсене йĕркеллĕ тытманшăн кăçал 18 çынна тепĕр хут ирĕкрен хăтарнă.
Август уйăхĕнче районта “Условник” операци иртрĕ. Çак мероприятие пирĕнпе пĕрле шалти ĕçсен пайĕн 3 сотрудникĕ хутшăнчĕ. Операци вăхăтĕнче саккун ыйтнине пурнăçламан учетра тăракан çул çитмен çамрăка тупса палăртрăмăр. Ку Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Олег Валерьевич Колендрейкин. Вăл регистрацие вăхăтра çÿремен тата каçхи вунă сехет хыççăн та обществăлла вырăнсенче курăнкаланă. Çавăнпа Хĕрлĕ Чутай район сучĕн августăн 26-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе айăплав срокне икĕ уйăх таран тăснă.
Условнăй майпа айăпланнисен инспекцине вăхăтра килсе регистрациленмелле, эрех-сăрапа ашкăнмалла мар, çемьере, ял-йышра, обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхпе палăрмалла, пур енĕпе те хăйсене кирлĕ пек тытмалла.