Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хуçалăх ертÿçисен пуçарулăхĕ кирлĕ

Иртнĕ çул районти хуçалăхсем пурĕ 837 тонна аш-какай, 5318 тонна сĕт туса илнĕ. Кашни ĕне вăтамран 3213 килограмм сĕт антарнă. Ĕне выльăх куллен 468 грамм, сысна 370 грамм ÿт хушса пынă.

Çу кунĕсенче пĕр условнăй выльăх пуçне 25, 3 центнер апат единици хатĕрленĕ. “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе кăçал выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем мĕнле ĕçлеççĕ; Выльăх апачĕ янтласси, фермăсене хĕле хатĕрлесси еплерех пулса пырать; Çак ыйтусемпе интересленнĕ район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем августăн 26-мĕшĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кунне хутшăннă май.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков вырăна тухса ĕç-хĕлпе паллашнă ушкăнсен ертÿçисем райадминистрацин Пĕчĕк залне пухăнсан вĕсен отчечĕсене итлерĕ.

– Эпир “Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативĕнче пултăмăр, – терĕ ЗАГС пайĕн начальникĕ Елена Барышникова. – Хуçалăх 650 тонна утă (49 процент), 1420 тонна сенаж (34 процент), 1800 тонна силос (77 процент) хывса хăварнă. Çакă вăл кашни условнăй выльăх пуçне 12, 4 центнер апат единици лекнине пĕлтерет.

Ферма çурчĕсем япăх мар. Автопоилкăсем ĕçлеççĕ, тислĕк кăлармалли транспортерсем юсавлă. Хăш-пĕр çĕрте урай сармалли пур. Ятарлă бригада ку тĕлĕшпе тăрăшать.

Хальхи вăхăтра кашни ĕне куллен 11, 8 килограмм сĕт антарать. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1, 1 килограмм нумайрах. Кăçалхи çичĕ уйăхра 186 тонна аш-какай туса илнĕ. Çав шутран 57, 4 тонни ĕне выльăх какайĕ, 128, 6 тонни сысна какайĕ. Çак тапхăрта 1149, 6 тонна сĕт пухăннă, кашни ĕнерен ăна 2737 килограмм суса илнĕ.

“Мочковашский” фермер хуçалăхĕнчи лару-тăрупа районти страхлакан уйрăмĕн начальникĕ Надежда Лентюкова паллаштарчĕ. Кунта 100 гектар çĕр пуçне 4 центнер аш-какай, 25, 2 центнер сĕт хатĕрленĕ. Ĕне пуçне 2019 килограмм сĕт сунă. Паянхи кун кашни ĕне 12, 8 килограмм сĕт антарать. Çак кăтартусем пĕлтĕрхинчен лайăхрах.

Кашни условнăй выльăх пуçне 16 центнер апат единици хатĕрленĕ. Хуçалăхра 100 тонна утă пур. Шел пулин те, сенаж та, силос та çук. Витене йĕркене кĕртме тытăнман-ха. Çак ĕçе вырмана вĕçлесен пуçăнасшăн.

– “Авангард” хуçалăхри ферма ĕçченĕсем кăçал сĕт тата аш-какай туса илмелли плансене тултарас тĕллевпе ĕçлеççĕ, – палăртрĕ финанс пайĕн начальникĕ Ольга Музякова. Апат хальлĕхе сахалрах пулин те ăна малашне ытларах хатĕрлеме майсем пур. Анчах та кашни ĕнерен сĕт сахал суни пăшăрхантарать. Акă, ĕнесем талăкра 8, 5-шер килограмм кăна сĕт антараççĕ. Иртнĕ çул ку кăтарту 9, 2 килогрампа танлашнă. Хуçалăх сĕт тата аш-какай туса илессине пĕлтĕрхинчен ÿстернĕ.

Фермăран тислĕк кăларайманни пурне те – хуçалăх ертÿçисене те, дояркăсене те канăçсăрлантарать. Çавăн пекех ĕç укçипе татăлса пыраймаççĕ. Çавна май дояркăсем çитмеççĕ. Бухгалтери ĕçченĕсем ĕнесене сума пĕр хут кăна хутшăнман. Çакна та палăртса хăвармалла. Хватукасси ферми саланать. Ял халăхĕ, кам ÿркенмест, унтан хăмасем, шифер тата ыттине те тултаççĕ.

Райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Александр Башкиров каланă тăрăх, “Нива” ял хуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, продукци илессине ÿстерес тĕлĕшпе япăх мар ĕçлет. Хуçалăх кăçалхи çичĕ уйăхра 100 гектар çĕр пуçне 18 центнер аш-какай, 267 центнер сĕт туса илнĕ. Çак кăтартусем иртнĕ çулхи шайран пысăкрах. Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче кашни ĕнерен 2352 килограмм сĕт сунă. Пĕлтĕр 2294 килограмм пулнă. Халĕ ĕне пуçне иртнĕ çулхинчен 1, 7 килограмм нумайрах сĕт сăваççĕ.

Ял çыннисем обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Ку таранччен 410 тонна утă хывса хăварнă. Ку вăл планăн 73 проценчĕ. Çавăн пекех 1310 тонна силос янтланă е 39 процент. Тĕпрен илсен, кашни условнăй выльăх пуçне 10 центнер апат единици хатĕрленĕ. Тÿрех каламалла, ку паянхи куншăн çителĕксĕр. Çакна шута илсе ку ĕçе хăвăртлатмалла.

Территорине тирпей-илем кĕртессишĕн те халех тăрăшмалла. Карăкçырми ферми таврашĕнче хыт-хура, ытти çум курăк чылай. Ăна çулса пухас ĕçе йĕркелеме вăхăт.

Николай Коробков “Асамат” обществăри лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ.

– Сĕнтĕкçырминчи фермăра 180 ĕне, – терĕ вăл. – Вĕсене каçсерен витене хупаççĕ. Башня ĕçлемен пирки выльăхсем уйăх хушши шывсăр тăчĕç. Кун пек чухне ăçтан-ха сĕт ытларах сăвасси çинчен калаçăн; Çавăнпах ĕнтĕ кунта кулленхи сăвăм ĕне пуçне 4, 2 килогрампа çеç танлашать. Пĕлтĕрхинчен 3, 1 килограмм сахалрах ку. Штанашри фермăра ĕçсем аванрах пыраççĕ.

Ертÿçĕсем ĕç укçи вăхăтра паманни ферма ĕçченĕсен кăмăлне пăсать. Ĕнесем пăруламалли уйрăма йĕркене кĕртесси вăраха тăсăлнă. Кунта витĕр çил вĕрет. Чÿречесене полиэтилен пленкипе хупласа тухнă. Анчах вăл çурăлса пĕтнĕ май витене варкăш кĕрет.

“Аккозинский” ял хуçалăх кооперативĕнче фермăна йĕркене кĕртес ĕçе япăх мар йĕркеленине палăртма пулать. Пăру витине юсаса çĕнетнĕ: урай сарнă, кормушкăсем тунă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Халĕ тислĕк кăлармалли транспортер вырнаçтараççĕ. Хуçалăхра строительство материалĕсем çителĕклĕ, пилорама ĕçлет.

Фермăсене хĕле хатĕрлес, выльăх апачĕпе тивĕçтерес ĕçре, паллах, лайăххи те пур, çитменлĕхсем те сахал мар. Çакна палăртмалла: районĕпе условнăй выльăх пуçне 12 центнера яхăн апат единици хатĕрленĕ. Урăхла каласан, пурĕ 3227 тонна утă (69 процент), 5620 тонна сенаж (89 процент), 7550 тонна силос (48 процент) хывса хăварнă. Кăçалхи çичĕ уйăхра 416, 9 тонна аш-какай, 3290, 6 тонна сĕт туса илнĕ. Кашни ĕне 2087 килограмм сĕт антарнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче 4570 пуç выльăх усраççĕ, вăл шутран 1541 пуç ĕне. Кунпа пĕрлех 2176 сысна пур. Ĕне выльăхсем талăкра вăтамран 506-шар грамм, сыснасем 394-шар грамм ÿт хушса пынă.

Тĕпрен илсен, фермăсен тупăшне ÿстерессишĕн тăрăшмалла паян. Çак ĕçе хăй еккипе яма юрамасть. Ку енĕпе хуçалăх ертÿçисен пуçаруллăрах пулмалла. Хресчен вăл ĕçлеме хăнăхнă. Ăна ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтерсен, пурлăхпа хавхалантарсан унран ÿсĕм кĕтме пулать.



"Пирěн пурнăç"
30 августа 2008
00:00
Поделиться