Вырма хăвăртлăхĕ – чи кирли
Акă, ĕнерхи кун тĕлне вырмалли тырă 2634 гектар юлнă. 4456 гектар çинчи ял хуçалăх культурисене пухса çапнă. Ку çулнин 99 проценчĕ. Ку таранччен йĕтемсем çине 8604 тонна тырă илсе пынă. Унăн пысăк пайне кĕлете кĕртнĕ е вăрлăхлăх тасатса хатĕрленĕ. Кĕрхи тулă гектар пуçне 20, 8 центнер, урпа 19, 2 центнер тухать. Район 288 тонна çĕнĕ тырă сутнă. Палăртнă тăрăх, ял хуçалăх культурисен клейковини 24 процентпа танлашать.
Вырнă лаптăксенчи улăма 2609 гектар çинчен пуçтарнă. Пушаннă уйсене кĕр тыррисем акма хатĕрлес ĕç малалла пырать. Тĕслĕхрен, 4123 гектар йышăнакан лаптăка кăпкалатса тухнă. Çав шутран 2909 гектарĕ ку таранччен усă курман çĕрсем. Кăçал планпа палăртнă тăрăх 5089 гектар кĕр тыррисем акмалла. Чăннипе вара çичĕ пин гектар майлах вăрлăх варăнтарса хăварас пулать.
Паян тырă вырнипе тата акнипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлесси çинчен те манмалла мар. Хальлĕхе районĕпе кашни условнăй выльăх пуçне 11, 5 центнер апат единици кăна янтланă. Тĕллев – 28 центнертан кая пулмалла мар. Ку тĕлĕшпе “Свобода” колхозпа “Победа” хуçалăх кооперативĕ ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсенче ку таранччен 18, 4 – 18, 1 центнер апат единици хывса хăварнă.
Кунсем кĕскелсе пыраççĕ. Çакна шута илсе вăхăта сехетпе мар, минутпа виçме хăнăхмалла. Техникăна тухăçлă ĕçлеттермелле. Халăха пурлăхпа тĕрĕс хавхалантармалла.