Сывлăх хуралĕнче
Ватăсен юн пусăмĕ пысăкланса кайнă-и, ача-пăча чирлесе ÿкнĕ-и – тÿрех Галина Александровна патне пулăшу ыйтма васкаççĕ ял çыннисем. «Вăхăт çук, пыраймастăп», – тесе каламасть вăл. Яланах пулăшу пама тăрăшать. «Тепĕр чух ăшă сăмах та сыватать. Аллипе сĕртĕнсенех ыратни иртсе кайнăн туйăнать», - теççĕ ялти фельдшер пирки ватăсем.
Кулленхи ĕçĕнче специалиста М. Еремина санитарка пулăшса пырать. Чирлисене йышăнмалла-и, килĕрен çÿремелле-и – юнашар вĕсем. Галина Александровнан вара районти тĕп больницăна та çитмелле, унти специалистсемпе канашламалла, ĕç кăтартăвĕсене пĕлтерсе тăмалла.
Ял çыннишĕн тăрăшнипе пĕрлех çемйишĕн те тимлемелле сывлăх ĕçченĕн. Мăшăрĕпе, Иван Харитоновичпа, икĕ ача ÿстереççĕ. Асли, Оксана, амăшĕн çулĕпех кайнă – Шупашкарти медицина колледжĕнче 2-мĕш курсра вĕренет, Саша вара пиллĕкмĕш класа кайма хатĕрленет. Иванăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ çамрăксем. Чирлесе вырăнпах выртакан хунямăшне те пăхать кинĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх – икĕ ĕне, лаша – усраççĕ Михопаровсем. Çемьери туслăхпа килĕшÿ ĕçре