Шĕвĕрĕлченрен сыхланăр
Шĕвĕрĕлчен ами талăкра 250000 ытла çăмарта тăвать. Вĕсене, сăмах май каласан, микроскоппа аванах асăрхама пулать. Малашне вĕсем тăпрара аталанаççĕ, унта чирлĕ çыннăн каяшĕпе пĕрле лекеççĕ. Туалетсем çукки, çавăн пекех удобрени вырăнне усă курни тăпрана шĕвĕрĕлчен çăмартисемпе сиенленесси патне илсе çитерет.
Çын шĕвĕрĕлченпе ытларах чухне чĕрĕ, çуман пахч çимĕçсемпе улма-çырла çисен, асăннă çимĕçсене сиенсĕрлетмен каяш хывнă тăпра çинче çитĕнтерсен е гельминтсен çăмартисемлĕ, тасамарланнă шывпа шăварсан чирлеме пултарать. Çавăн пекех шĕвĕрĕлчен çăмарти таса мар алăсем урлă та çăвара лекет.
Чирĕн малтанхи паллисем мĕнле-ха; Ытларах чухне çынсем хăсăк килни, ăш пăтранни, апат анманни, вар ыратни, сĕлĕке юхни, каçсерен шăлсемпе шатăртаттарни пирки ÿпкелешеççĕ. Шĕвĕрĕлченпе уйрăмах ачасем аптăраççĕ, вĕсем тимлĕхе çухатаççĕ, япăхрах вĕренме тытăнаççĕ. Çав сăлтава пула ăс-тăн тата кĕлетке тĕлĕшĕнчен вăрах аталанаççĕ. Медицинăра вăй хуракансем çакна та çирĕплетеççĕ: шĕвĕрĕлченсем çын сывлăхне пысăк сиен кÿнипе пĕрлех, тепĕр чухне пыршăсем хутланса ларни патне илсе çитереççĕ. Ун пек чухне вара сывлăш пÿлĕнет, аппендицит пуçланать. Ку чиртен сипленес тесен, васкавлă йĕркепе операци ирттермелле.
Шĕвĕрĕлчен ересрен сыхланас тĕллевпе апат çиес умĕн, картишĕнче е пахчара çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ тата туалета кайса килнĕ хыççăн аллăрсене çума ан манăр. Пахча çимĕçе, улма-çырлана тата ытти çимелли япала таврашне юхакан шывпа тĕплĕн çăвăр тата вĕрекен шывпа сапса илĕр. Усă курса кайман çăлсенчен, юхан шывсенчен, кÿлĕсенчен тата пĕвесенчен шыв ăсса килсен, ăна вĕретмесĕр ан ĕçĕр, апат-çимĕçе шăнасенчен сыхлăр. Садри, пахчари тăпрана туалетри каяш хывас пулсан, малтан ăна сиенсĕрлетмелле. Ăна 9-12 уйăх хушши компостласа хумалла е каяша хупăнакан шăтăкра (хранилищĕре) икĕ çул таран тытмалла. Çак йĕркесене пăхăнсан тата пурнăçласан эсир хăвăра тата хăвăр таврари çынсене шĕвĕрĕлчен ересрен упрама пултаратăр.