Пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн
Чи малтанах Питĕркасси вăтам шкулĕнчи Л.Архипова пухăннисене ют чĕлхе вĕрентекен учительсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ, хăйĕн ĕç опычĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ĕçлекен Н.Артемьевапа В.Бутузова ачасене пахалăхлă пĕлÿ парас, уйрăмах пултаруллисене олимпиадăсене хутшăнтарас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Лайăх вĕренекенсем урокри материалсене хăвăрт туса пĕтереççĕ, çакна шута илсе вĕсене валли ятарлă программа хатĕрлемелле.
«Первое сентября» журнал 2008 çулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен учительсем хушшинче конкурс ирттернĕ. Унта хутшăнса Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи Галина Горбунова пур заданисене те тĕрĕс пурнăçланă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи вĕрентекенсене кая хăварма пултарнă. Çĕршывра чи мала тухма педагогăн чăн-чăн ăсталăхĕ кирлĕ.
Галина Чертова 1985 çултанпа Çĕн Атикасси вăтам шкулĕнче вăй хурать. Кăçал вăл ĕçри çитĕнÿсемшĕн ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин грамотине илме тивĕçлĕ пулнă.
Чутай хĕрĕ Катя Ятманова хальхи вăхăтра Германири Франк-Фуртри университетра вĕренет. Вăл хăйĕн тус-юлташĕпе Кристофорпа (вăл та студент) ашшĕ-амăшĕ патне хăнана килнĕ. Вĕсем ют чĕлхене вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç. Катя хăйĕн вĕренĕвĕ пирки нимĕçле каласа пачĕ. Вăл ку чĕлхепе çăмăллăнах калаçать. Кристофор вара нимĕç чĕлхисĕр пуçне французла тата акăлчанла лайăх пĕлет. Районти учительсем умĕнче вăл çак чĕлхесемпе ытларах калаçрĕ те. Сăмах май, Е.Ятманова психолог пулма вĕренет. Вăл час-часах çул çÿреве тухать, юлашки вăхăтра кăна Нью–Йоркра, Парижра, Венецире пулнă.
Ют чĕлхесене пĕлни хальхи вăхăтра пур çĕрте те кирлĕ. Учительсем малашне татах та тăрăшарах ĕçлеме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашсах тăма калаçса татăлчĕç.