Тăкак – 30 пине яхăн
Кăçалхи августăн 18-мĕшĕнче Пантьăк ял тăрăхне кĕрекен Мишеркассинче пушар тухнă. Александр Трифонов пурăнакан çурт çунма тытăннă. Сăлтавĕ – хуçи пируспа асăрханмасăр усă курнинче.
Çакă ăна хакла ларнă. Вут-çулăмра пурăнмалли çурт тата сарай çунса кĕлленнĕ. Шутласа пăхнă тăрăх, тăкак 30 пин тенке яхăн шутланать.
Районти пушар хăрушсăрлăх отрячĕн 2 автоцистерни тата Пантьăк ял тăрăхĕн тепĕр цистерни хутшăннипе çулăма сÿнтернĕ. Анчах ыйту тухса тăрать: вут-çулăмпа мĕншĕн асăрхануллă пулмалла мар? Уйрăмах çу кунĕсенче.
"Пирěн пурнăç"