Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ентеш пулăшăвĕ

Паянхи кун та пирĕн хушăра ырă шухăшлă, маттур, хастар, йывăрлăхра теприне ал пама хатĕр çынсем пурришĕн савăнатпăр. Ун пеккисем пурнăç илемне ырă ĕçре кураççĕ. Акă, манăн вулакансене Мишеркассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав хулинче ĕçлесе пурăнакан Валерий Александрович Филипповпа паллаштарас килет.

В.А.Филиппов отпуск вăхăтне тăван ялта, ашшĕ-амăшĕн килĕнче ирттерме кăмăллать. Ашшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн амăшĕ, Лидия Егоровна, ялта пĕчченех пурăнать. Кил хуçи хĕрарăмĕ вара ачисене пĕрмай кĕтет. Амăш чĕри вăл ялан çапла – вĕçĕмсĕр ачисемшĕн çунать-çке. Владимир Александрович ĕмĕрне хулара ирттерет пулин те, уншăн тăван кĕтесрен хакли çук, амăшĕ патне килсех çÿрет. Кăçал, акă, отпуск вăхăтĕнче, кăштах сывлăхĕ хавшанăран, унăн пульницара выртса тухма тивнĕ. Мишеркассинчи врач офисне те çитсе курнă вăл, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă. Ырă шухăшлă Владимир Александрович сипленекенсен ĕçне ăнланса, вырăнта пурăнакансен нушине туйса сурансем çыхмалли материалсем 500 тенкĕлĕх илсе панă. Çакă офисшăн тĕлĕнмелле пысăк пулăшу тесе шутлатпăр.

“Ырă туни ырăпа таврăнать”, – теççĕ ваттисем. Пирĕнтен кашни В.А.Филиппов пек ырă ĕç тусан, пĕрле эпир нумай ырăлăх кÿнĕ пулăттăмăр. Тепĕр чух пурнăç çăмăл мар тетпĕр, анчах ырри çав-çавах ытларах. Çакă чуна ăшăтать, вăй-хал парать.



"Пирěн пурнăç"
23 августа 2008
00:00
Поделиться