Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Асăрханăр – ачасем!» операци

Чăваш Республикин территорийĕнче кăçалхи августăн 18-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 14-мĕшĕччен «Асăрханăр – ачасем!» профилактика операцийĕ пырать.

Çавна май патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем çакна пĕлтереççĕ: çу кунĕсем иртнĕ май вĕренÿ çулĕ пуçланать. Шел, хăш-пĕр ачасем çул урлă каçмалли, çулăн хăш енĕпе утмалли çинчен пĕлмесен те пултараççĕ. Çакна шута илсе тата ачасем хутшăннипе çул-йĕр аварийĕсен шучĕ ан ÿстĕр тесе çамрăк ăрăва çул-йĕр правилисене тепĕр хут аса илтерни вырăнлă.

Ашшĕ-амăшĕсен ачисене шкула хăрушлăх çук маршрутпа çÿреме хăнăхтармалла. Пĕчĕкреххисене вĕрентÿ учрежденийĕсене хăйсен ăсатса ямалла. Кĕскен каласан, ача инкек-синкек ан тÿстĕр тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех тумалла.

Водительсен çул çинче уйрăмах тимлĕхе вăйлатмалла. Вĕсен шкулсенче занятисем пуçланиччен тата уроксем вĕçленнĕ хыççăн асăрхануллă пулмалла. Çакна асра тытмалла: вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш класа каякансем те пур-çке. Вĕсем хăйсем тĕллĕн пуçласа çула тухаççĕ. Апла пулсан водительсен шкул таврашĕнче хăвăртлăха чакармалла.

Çитĕннисен ачасене çул-йĕр правилисемпе паллаштарма вăхăт тупмаллах. Хăвăрăн ырă тĕслĕхпе вĕренекенсене хавхалантарса пырăр. Çул çинчи пĕчĕк йăнăш та инкек кăларса тăратма пултарать.



"Пирěн пурнăç"
23 августа 2008
00:00
Поделиться