Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вĕренÿ çулне кĕтсе

Паян районти пур шкул та çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Кăçал пĕрремĕш класа пыракансене “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килнĕ çĕнĕ сĕтел-пукан кĕтсе илет.

Ытти ачасем те сăрласа илемлетнĕ, таса классенче пĕлÿ пухма тытăнĕç. Тĕпрен илсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем çу кунĕсенче шкулсене юсаса çĕнетес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама кăçал вырăнти бюджетран пĕр миллион тенкĕ хушма укçа уйăрнă.

Питĕркассинчи вăтам шкулта спорт залне уйрăмах тĕплĕ хатĕрленĕ. Ăна йĕркене кĕртнĕ çĕрте 200 пин тенкĕ тăкакланă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулти столовăй – чи лайăххи.

Мăн Этменти, Хĕрлĕ Чутайри, Хусанушкăнчи, Хăмарккари шкулсенче территорие тирпей-илем кĕртес, Питĕркассинчи, Штанашри, Тури Çĕрпÿкассинчи шкулсенче йăрансемпе чечек клумбисене таса тытас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ.

Шкулсене учебниксем, видеодисксем, класс журналĕсем çителĕклĕ илсе килнĕ.



"Пирěн пурнăç"
20 августа 2008
00:00
Поделиться