Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И. Крикова с праздником Весны и Труда

Хисеплĕ хĕрлĕчутайсем, ентешсем!

 

 

Май уйăхĕ çутă уявсемпе пуян. Акă, ыран Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тăватпăр. Çавна май пурне те чун – чĕререн саламлатăп. Çак уяв яланхи пекех тăнăçлăх, ырăлăх тата пĕрлĕхлĕх туйăмĕсемпе сăнланĕ. Çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ тетĕп. Районта Çуркуннепе Ĕç уявĕ умĕн ĕççыннисен хастарлăхĕ Ÿсрĕ. Вĕсем харпăр хăй тăрăшнă çĕрте субботника тухса территорисене, картишсене, ĕç вырăнĕсене, урамсене тирпей – илем кĕртрĕç. Тăрăшулăх малашне те савăнăç кăна кŸрессе шанас килет. Унпа пĕрлех пĕр – пĕрне хисеплесси те Ÿсĕ. Ырă пуçарусем малашлăхра тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç.

Çуркуннепе Ĕç уявĕ çитнĕ май районта пурăнакан аслăрах çулсенчи çынсене ачисемпе, çывăх тăванĕсемпе канлĕ пурăнма, вăй питти ĕççыннисене кулленхи ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнŸсем тума   телей,  ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.

  

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                                А.И. Криков



29 апреля 2008
00:00
Поделиться
;