Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пушарсенче виçĕ пÿрт çуннă

Пушартан хăрушши нимĕн те çук. Вăл хăй хыççăн кĕл купи çеç хăварать. Акă, апрелĕн 17-мĕшĕнче каçпа Вырăсушкăнь ялĕнче пысăк инкек пулнă, вут-çулăмра икĕ хуçалăх çунса кайнă. Вут-кăвар Г.Т.Шестопалова хуçалăхĕнчи лаçран тухнă.

Пушар вăйлансах пынă, кил-çурта çавăрса илнĕ. Çанталăк çил-тăвăллă пулнă май, “хĕрлĕ автанпа” кĕрешме йывăрланнă. Урса кайнă çулăм кÿршĕ пÿрчĕ çине куçнă. Пушарнăйсем вут-çулăма хирĕç тем пек кĕрешсен те И.Е.Кондаков хуçалăхне те çăлса хăварайман. Пушара ирхи 6 сехетре çеç парăнтарнă. Ял хушшинче пĕвесенче шыв çителĕклĕ пулни çеç вут-çулăма малалла алхасма паман.

Апрелĕн 20-мĕшĕнче Ваçкаçырми ялĕнче В.Д.Михеркин хуçалăхĕнче пушар тухнă. Владимир хăйĕн çемйипе хулара пурăннă, килте 1923 çулхи ватă амăшĕ çеç юлнă. Ирхине 8 сехет иртсен кÿршĕсем кинемейĕн чÿречинчен тĕтĕм йăсăрланнине асăрханă, кирлĕ çĕре пĕлтернĕ. Ватă çынна çăлса хăварнă, анчах пÿрт çунса кайнă.

Пушар тухнин сăлтавĕсене тĕпчеççĕ.



22 апреля 2008
00:00
Поделиться