Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Район пуçлăхĕ çемье врач офисĕсене тата фельдшерпа акушер пункчĕсене çитсе курнă

Иртнĕ эрнере, апрелĕн 2-мĕшĕнче, район пуçлăхĕ А.И.Криков Трапайри, Березовкăри, Туканашри, Питĕркассинчи, Ачкассинчи, Шулюри, Серенкассинчи, Туктамăшри, Енкĕлтри, Ишеккассинчи, Тралькассинчи, Хăмарккари, Пантьăкри, Хватукассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата Атнарпа Мишеркассинчи çемье врач офисĕсенче пулнă, унти лару-тăрупа паллашнă. Атнарти çемье офисĕн пациенчĕ Ксения Орлова ял тăрăхĕнче автобус кĕтмесĕр, черет тăмасăр, кирек хăш вăхăтра та врач пулăшăвĕ илме майсем туса панăшăн тав тунă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, тунти кунсерен предприятисемпе учрежденисен ертÿçисемпе тата район администрацийĕн пай начальникĕсемпе ирттерекен планеркăра район пуçлăхĕ А.И.Криков Атнарти çемье врач офисĕн ĕç-хĕлне лайăхпа асăнчĕ, ыттисенче йĕркесĕрлĕх хуçаланнине палăртрĕ. Александр Иванович тĕп врача И.Сидорова хăйĕн ĕçĕнче йĕрке тума тата халăх сывлăхĕшĕн чуна парса тăрăшма хушрĕ.



"Пирěн пурнăç"
11 апреля 2008
00:00
Поделиться