Çĕнатикассисем - «Белая ладья» çĕнтерÿçисем
Районта шахматла выляма кăмăллакансен йышĕ ÿсет. Çапла калама сăлтавĕ те пур. Акă, апрелĕн 8-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче шкул командисем хушшинчи шахматистсен «Белая ладья» кубока çĕнсе илессишĕн зонăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Тупăшăва Элĕкри, Çĕмĕрлери, Улатăрти, Пăрачкаври, Етĕрнери чи вăйлă шахматистсен командисем хутшăннă. Район чысне Çĕн Атикассинчи шкулта вĕренекен шахматистсем хÿтĕленĕ. Палăртмалла, К. Ефимова, А.Петрейкин, И.Парикова, А.Майоров, С.Семенов спортсменсен шахматла выляс ăсталăхне А.Туйманов тренер ÿстерсе пырать. Кăтартусем япăх мар. Çамрăк шахматистсем кашни вăйăрах пултарулăхпа палăрса пынă, команда зачетĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, «Белая ладья» кубоклă пулнă.
Халĕ Çĕн Атикасси шкулĕн шахматисчĕсем апрелĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен финалти вăйăсене хутшăнма хатĕрленеççĕ.