Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Республика кунĕнче çĕнни нумай пулĕ

Иртнĕ кĕçнерни кун Правительство çурчĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче 2008 çулта Республика кунне хатĕрленес тата ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ.

Комитет ĕçне уçнă май Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи Анатолий Шарапов уявпа çыхăннă пĕтĕм мероприяти пур шайри влаç органĕсене васкавлă ĕçлеме тата бизнес-тытăмсен социаллă яваплăхне ÿстерме хистенине палăртнă.

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин Шупашкарта ирттерме палăртнă “Управлени. Экономика. Аталану” экономика форумне мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă. Министр çавăн пекех Чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш хут “Раççей инновацийĕсене – Раççей капиталĕ” наука-инноваци форумĕ пуласси çинчен асăнса хăварнă.

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри XVI “Раççей çăл куçĕсем” фестивале, халăх ăстисен ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри VI конкурсне тата Пĕтĕм Раççейри “Раççей юррисем” фестивале (унта Надежда Бабкина хутшăнать) мĕнле хатĕрленнипе Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Наталья Володина паллаштарнă. Раççейри 18 регион тата 3 ют çĕршыв Пĕтĕм Раççейри “Раççей çăл куçĕсем” фестивале хутшăнассине çирĕплетнĕ. Çав вăхăтрах министр концерт номерĕсен пахалăхне уйрăмах тимлĕ хакласса палăртнă.

Фестиваль вăхăтĕнче Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрле хулинче, Елчĕк тата Йĕпреç районĕсенче Надежда Бабкина тата 7 пултарулăх ушкăнĕ концерт кăтартĕç. Наталья Володина июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 5-мĕшĕччен Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери патриотизм кинофестивалĕ иртесси çинчен каланă. Унта Раççей, ют çĕршыв актерĕсем хутшăнĕç.

Республика кунне хатĕрленни çинчен калаçнă май Шупашкар хулин пуçлăхĕ Николай Емельянов кăçал уяв мероприятийĕсене тĕп хулари 45 лапамра, çав шутра урамсенче те, ирттерме палăртнине пĕлтернĕ. Хулана кĕнĕ тата унтан тухнă чухнехи вырăнсене тирпей-илем кĕртес, фонтансем тăвас, çĕрлехи хулана тата вокзалсене илемлетес, кĕперсене реконструкцилес енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ.

Çавăн пекех уява хатĕрленесси мĕнле пыни çинчен Йĕпреç тата Муркаш районĕсен ертÿçисем Анатолий Петров тата Юрий Иванов каласа панă.



"Пирěн пурнăç"
09 апреля 2008
00:00
Поделиться