Пултаруллă çамрăк, педагог, баянист
Мăшăрĕ – медицина ĕçченĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ ашшĕн çулĕпе кайнă: Наташа – Кукеçри вăтам шкулта хими предметне вĕрентет, Александр – баян калама ăста, Чăваш патшалăх педуниверситечĕн музыка факультечĕн аслă преподавателĕнче вăй хурать.
Малалла сăмахăм пултаруллă çамрăк баянист çинчен пырĕ. Александр Геннадьевич Возяков шкулта вĕреннĕ чухнех музыка инструменчĕпе кăсăкланнă, çавна май районти искусство шкулне баян класне çÿренĕ. Ун чухне вăл вырăспа чăваш тата чикĕ леш енчи композиторсен произведенийĕсене ăста каланă. Çамрăк хăйĕн пурнăçне музыкăпа çыхăнтарма тĕллев лартнă.
Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Александр И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситета музыка факультетне вĕренме кĕрет. Унтан пултаруллă та ывăнма пĕлмен каччă Чулхулари М.И.Глинка ячĕллĕ консерваторире халăх инструменчĕсен факультетĕнче ăсталăхне ÿстерет. Икĕ аслă пĕлÿллĕ, музыка инструменчĕсемпе ăста выляма пултаракан специалист пĕр хушă Серенкасси шкулĕнче музыка урокĕсене ертсе пырать. «Пысăк кимĕне – пысăк тинĕс», – тенĕ евĕр Александр Геннадьевича ăсталăха алла илме пулăшнă педагогсем Шупашкарти педуниверситетри музыка инструменчĕсен кафедрине ĕçлеме чĕнеççĕ. Килĕшет çамрăк. Хальхи вăхăтра вăл баянистсен çĕнĕ ăрăвне хатĕрлес енĕпе тимлет, çав хушăрах аспирантурăра вĕренет. Александр Геннадьевич И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетри искусство факультетĕнче ĕçлеме те вăхăт тупать, унти студентсемпе халăх инструменчĕсен ансамблĕнче вылять.
Педагог-баянист тăван сăмах, тăван юрă-кĕвĕ тĕнчипе хавхаланса та çуталса ырă йăла-йĕркесене халăх умне çитерессишĕн, культурăна çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшать. Пурнăç илемне юрă-кĕвĕре курать вăл. Юрăри сăнарлăха тарăннăн туйса кĕвĕлесе кăтартать. Акă, мĕнле пахалăхсемпе уйрăлса тăрать баянист пултарулăхĕ.
... А.Возяковăн пултарулăхĕ студент чухнех палăрнă, баянистсен конкурсĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, баян калассипе лауреат ятне тивĕçнĕ. Республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсем хушшинчи музыка ăстисен конкурсĕсенче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ тĕслĕхсем Александра Раççей шайĕнчи фестивальсене хутшăнма май панă. Вăл Анапа, Владимир, Кострома хулисенче иртнĕ искусство ăстисен фестивалĕсене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçет.
Нумай пулмасть районта Чăваш патшалăх университечĕн халăх инструменчĕсен оркестрĕ пулчĕ. Хĕрлĕчутайсем А.Возяков ăсталăхĕпе туллин паллашрĕç. Халĕ çамрăк баянист Кострома хулинче иртекен Раççейри фестивале хатĕрленет.
Сăмах май, Чăваш Енĕн чи пултаруллă музыканчĕсемпе артисчĕсене тĕнче пĕле пуçларĕ. Александр Возяков баянист та хăйĕн ăсталăхĕпе республикăри чи ăста искусство çыннисен шутĕнче. Унăн пултарулăхĕ иксĕлми.