Гагарин кубокĕн çĕнтерÿçисем – штанашсем
Волейболла выляссипе Ю.Гагарин космонавт ячĕллĕ кубока çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттересси йăлара.
Волейболла выляссипе Ю.Гагарин космонавт ячĕллĕ кубока çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттересси йăлара. Кăçал вăл апрелĕн 6-мĕшĕнче спорт шкулĕнче пулчĕ. Кĕрешĕве Элĕк районĕнчи спортсменсем те килсе çитрĕç. Волейболистсем кашни тупăшăвах хастар хутшăнчĕç.
Сăмах май, волейболла выляссипе штанашсем малти вырăна çирĕп тытса пыраççĕ. Хальхинче те Ю.Гагарин ячĕллĕ кубока алран ямарĕç вĕсем. Иккĕмĕш вырăна элĕксем тивĕçрĕç, виççĕмĕш – мăнэтменсем.
"Пирěн пурнăç"