Ĕçре хăрушлăх ан пултăр
Унăн тĕллевĕ – ĕç паракансемпе ĕçлекенсене ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрма хавхалантарасси, суранланассипе професси чирĕсенчен асăрханасси, организацисенче ку енĕпе пурнăçланă паха опытпа паллашасси.
Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне апрелĕн 28-мĕшĕнче тĕнчери 100 ытла çĕршывра паллă тăваççĕ.
Ĕç вăхăтĕнче пулнă инкек пысăк йывăрлăх. Çавăнпа та общественноçăн та кун çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне палăртса çак шухăша пĕлтересшĕн. Шел пулин те, тĕнчере ĕç вăхăтĕнче сусăрланассин, вилессин шайĕ пысăк.
1996 çултанпа ирĕклĕ профсоюзăн пĕтĕм тĕнчери конфедерацийĕ ĕç вăхăтĕнче аманнă, вилнĕ рабочисене асăнмалли куна ирттерет. 2008 çулхи çак кун «Манăн пурнăç, манăн хăрушсăр ĕç» девизпа иртет.
Республикăри уйăхлăхра тĕрлĕ шайра 145 мероприяти ирттерме палăртнă, çав шутра ку ĕç пирĕн районта та пулĕ.