Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕнĕ технологипе усă курса

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсен экономики самаях хавшарĕ. Çакă тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Çапах та мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсемпе специалистсем тăрăшнине пула пур хуçалăхсем те сулăнчăка пăрăнмарĕç. Вĕсем халĕ те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, халăха шалупа тивĕçтереççĕ. Чи пахи – выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетеççĕ, унран пысăк тупăш илеççĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсен экономики самаях хавшарĕ. Çакă тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Çапах та мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсемпе специалистсем тăрăшнине пула пур хуçалăхсем те сулăнчăка пăрăнмарĕç. Вĕсем халĕ те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, халăха шалупа тивĕçтереççĕ. Чи пахи – выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетеççĕ, унран пысăк тупăш илеççĕ.

ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!” Çырăвĕнче çакна палăртнă: “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлас енĕпе Чăваш Ен Раççей Правительстви палăртнă мĕн пур тĕрĕслев (тĕллевлĕ) кăтартăвĕсене пурнăçласа чи лайăх результатсене çĕнсе илнĕ сакăр регион-лидер шутне кĕрет.”

Пирĕн район ку енĕпе мĕнлерех ĕçлесе пырать-ха;

2007 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем 837 тонна аш-какай, 5318 тонна сĕт туса илнĕ. Паллах, çакă вунă çул каяллахипе танлаштарсан, самай сахалрах. Апла пулин те «Коминтерн», «Авангард», «Свобода», «Аккозинский», «Нива», «Победа» ЯХПК-сем тата Никитин фермер хуçалăхĕ пĕлтĕр, виçĕм çулхипе танлаштарсан, сĕт хатĕрлессине ÿстернĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртесси хăш-пĕр хуçалăхсенче япăх мар пынине палăртма кăмăллă.

Çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăмалла пулĕ. Пĕлтĕр 326 пуç ĕне выльăх йышĕ чакнă.

Çавăн пекех ĕнесенчен сĕт сăвасси 105-шер килограмм сахалрах пулнă. Урăхла каласан, иртнĕ çул кашни ĕне 3213 килограмм сĕт антарнă. Çакă вăл республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те пĕчĕкрех. Самăртма хупнă сыснасем 370-шер грамм ÿт хушса пынă. Ку вăл малтанхи çулхипе танлаштарсан 10 грамм нумайрах. Ĕне выльăхсем вара виçĕм çулхинчен 32 грамм сахалрах ÿт хушнă. Кашни вăкăрăн ÿт хушаслăхĕ талăкра 468 грампа танлашнă.

Ĕнесенчен сĕт суса илес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсем те çук мар. Кунта чи малтанах «Свобода» колхоза асăнмалла. Анат Çĕрпÿкасси дояркисем пĕлтĕр ĕне пуçне 5042 килограмм сĕт илнĕ. «Коминтерн» кооперативра çак кăтарту – 4268, Никитин фермер хуçалăхĕнче – 4011, «Нива» хуçалăхра 3743 килограма çитнĕ. «Нива» тата Никитин фермер хуçалăхĕнче аш-какай туса илессин калăпăшĕ тата ĕне выльăх хисепĕ ÿснĕ. «Коминтерн» ЯХПК-ра сысна какайĕ хатĕрлессипе сыснасен йышне ÿстернĕ.

Пĕлтĕр районĕпе кашни условнăй выльăх пуçне 25, 3 центнер апат хатĕрленĕ. Çав шутра 12200 тонна сенаж, 600 тонна тырă сенажĕ, 6400 тонна силос, 280 тонна тымар çимĕç, 4065 тонна тырă фуражĕ хывса хăварнă. Ку енĕпе «Свобода», «Победа», «Аккозинский» тата «Нива» хуçалăхсем уйрăмах аван ĕçленĕ. «Путь Ильича» хуçалăх вара кашни условнăй выльăх пуçне пурĕ те 17, 6 центнер кăна апат янтланă.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ мĕн парать-ха пире; Вăл районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăртлатма, агропромышленность комплексĕнчи пĕчĕк хуçалăхсене аталантарма, çавăн пекех ялти специалистсемпе вĕсен çемйисене çурт-йĕрпе тивĕçтерме пулăшать. Ку аван тейĕпĕр. Çавăн пекех наци проекчĕ ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене нумай вăхăтлăх çăмăллатнă кредитсем парса пулăшать. Унпа усă курса хăш-пĕр хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетеççĕ, çĕнĕ технологипе усă курмалли оборудовани вырнаçтараççĕ. Пĕлтĕр «Коминтерн» хуçалăх ĕне тата сысна фермисене реконструкцилеме 18, 9 миллион тенкĕ кредит илнĕ. «Нива» ЯХПК 3, 069 миллион, Никитин фермер хуçалăхĕ 2, 650 миллион, «Свобода» колхоз 5 миллион тенкĕ кредитпа усă курнă. Районĕпе вара 34 миллион тенкĕ пухăннă.

Асăннă хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, унран тупăш ытларах илес тĕлĕшпе районта малта пыраççĕ. Кунта «Коминтерн» ЯХПК çинче чарăнса тăни уйрăмах вырăнлă пулмалла. Çĕнĕ технологипе усă курса выльăх-чĕрлĕх продукцисем туса илме пуçлани хуçалăха продукци хăй хаклăхне самаях чакарма пулăшнă. Кунти сысна ферминче çурасем илессине, вĕсене çитĕнтерессине тата самăртассине паянхи кун ыйтнă пек йĕркеленĕ. Çавăн пекех районти тăватă хуçалăхра ĕнесене сумалли, сĕте сивĕтмелли çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă.

Паян çĕнĕ технологипе ĕçлемесĕр выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ кирлĕ чухлĕ туса илме те, унăн хăй хаклăхне чакарма та майсем çук. Çакна кашни хуçалăх ертÿçин, специалисчĕсен асрах тытмалла.



"Пирěн пурнăç"
04 апреля 2008
00:00
Поделиться