Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Юратнă ĕç кăмăла çĕклет

Ялта лавкка пурри вырăнта пурăнакансемшĕн питех те меллĕ. Акă, Кив Атикасси ялĕнчи лавкканах илер. Вăл ял варринче, çул хĕрринчех вырнаçнă. Иртен-çÿрене кирлĕ тавар туянма аван. Светлана Александровна Барминапа (вăл лавкка заведующийĕ) Алина Васильевна Давыдова сутуçăсем халăха таварпа тивĕçтерсех тăраççĕ, ĕç планне те кашни уйăхрах ăнăçлă тултарса пыраççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ, тавар туянакансене кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Лавккари сентресем яланах тулли, йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать. Кăмăлпа ĕçлекен сутуçăсем патне халăх та хаваспах çÿрет.

– Хальхи вăхăтра апат-çимĕç таварĕсем ытларах сутăнаççĕ. Тупăшĕ те вĕсенчен нумайрах килет, – терĕç кунти сутуçăсем.



01 апреля 2008
00:00
Поделиться