Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллах
– Анатолий Семенович, малтанах сирĕн ĕçпе тÿрремĕнех çыхăннă кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсамăр?
– Иртнĕ çулсенче иккĕ е пĕр çул та ултă уйăх çар службинче тăмалла пулнă пулсан, кăçалхи призывпа вара пĕр çул çеç çар тивĕçĕсене пурнăçламалла.
Малтанхи çулсенче çуркуннехи призыв апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен пынă, кăçал вара апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен пырĕ.
Çара илессинчен вăхăтлăха хăтарас пирки çакна калама пулать. Мăшăрлă пулнă е ачи виçĕ çула çитнĕ, е çие юлнă мăшăрĕ (çирĕм ултă эрне) пур-тăк, е вĕренет пулсан – çак асăннă сăлтавсене шута илсе çамрăка çара илессинчен вăхăтлăха хăтарма май пулнă. Паянхи кун маларах асăннă çăмăллăхсемпе усă курма май çук. Салтак арăмĕ чун тĕпренчĕкĕ çут тĕнчене килсен ача çуралнăшăн пĕр хутчен 14 пин тенкĕ пособи тата ачашăн уйăхсерен паракан 6 пин тенкĕ пособи илет.
Çавăн пекех каламалла, иртнĕ çулсенче çамрăка училищĕре вĕреннĕ чухне çара илессинчен вăхăтлăха хăтарнă пулсан, унтан вăл техникумра пĕлÿ илме, кайран вĕренме университета çул тытма пултарнă пулсан, паян вăл ку пулăшупа пĕр хутчен çеç усă курма пултарать.
Çара каяссинчен вара ятарлă милици шкулĕнче пĕлÿ илсе ĕçлеме пуçланисем çеç юлма пултараççĕ. Асăрхаттаратăп: юрист пĕлĕвне илнисем вĕсен йышне кĕмеççĕ.
– Çуркуннехи призыв пуçланчĕ. Çамрăка мĕн пĕлтерме пултаратăр?
– Çуркуннехи призывпа икĕ районтан 100-е яхăн çамрăка çара ăсатмалла. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 19- мĕшĕччен вĕсем тĕп медицина комиссийĕ витĕр тухма пултараççĕ. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче вара районта Призывник кунне ирттерĕпĕр.
Арçынсен мĕн авалтан Тăван çĕршыв умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçламалла пулнă, халĕ те çаплах. Чутай каччисем пирки калас пулсан, вĕсенчен ытларахăшĕ Тăван çĕршыва хÿтелеме хатĕр. Çакă, паллах, пире савăнтарать. Анчах та салтака каяссинчен пăрăнакансем те çук мар, вĕсен йышĕнче Туктамăш ялĕнчи Андрей Вячеславович Иванов, Енкĕлтри Евгений Валерьевич Майоров, Хĕрлĕ Чутайри Ярослав Александрович Стекольщиков, Мучикассинчи Алексей Владимирович Пандюхин, Уйпуçри Анатолий Петрович Васяткин, Мишеркассинчи Николай Юрьевич Трифонов. Палăртмалла, çамрăк салтаксене вăрçă пынă вырăнсене илсе каймаççĕ, хĕрÿ вырăнсенче салтак-контрактниксем çеç службăра тăраççĕ. Çавăн пекех, асăнтăмăр ĕнтĕ, кăçалтан каччăсен çар службинче пĕр çул çеç тăмалла пулать, унта апат çитересси те лайăх енне улшăннă. Çавăнпа та каччăсен çара каяссинчен пĕрре те хăрамалла мар.
– Çара контракт йĕркипе каясси пирки пĕр-ик сăмах?
– 2008 çулта çара контракт йĕркипе икĕ районта 53 çынна ăсатма палăртнă. Çулталăкăн пуçламăшĕнче 4 çынна контракт йĕркипе çара ăсатрăмăр, вăл шутран Хĕрлĕ Чутай районĕнчен – 1 çын. Контрактниксен çăмăллăхсем чылай. Вĕренме кĕрес пулсан та вĕсене конкурссăр илеççĕ.