Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шурă юрĕ кайрĕ, çÿп-çап курăнма пуçларĕ

Ытарайми илемлĕ пирĕн ялсем çулла. Район администрацийĕ тата ял тăрăхĕсем тăрăшнипе, урамсенче тирпей тăвас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Субботниксемпе воскресниксене çĕр-çĕр çын хутшăнать, кашниех тăван район чысĕшĕн вăй хурать.

Шел те, çак илеме хакламаннисем те тĕл пулаççĕ-ха: ирĕлсе пыракан юр айĕнчен мĕн кăна тухмасть-ши? Эрех-сăран пушă кĕленчи, пластик савăт, пирус-сигарет пачки, целлофан татăкĕсем... Çак ăпăр-тапăрпа лăпăр-лапăра веçех хĕл кунĕсенче пăрахса тултарнă вĕт-ха. Юр хуплать те, курăнмасть, тенĕ пуль. Халĕ, ак, пурте куç умĕнче. Урампа утса пынă чух хăш çемье тирпейсĕр пурăннине тÿрех пĕлме пулать. Хĕрлĕ Чутайри нумай хутлă çуртсен картишĕсем те (кунта пĕр çурта та мухтас килмест) тасамарлăхпа кăмăла пăсаççĕ.

Çул хĕррисенче, лартнă вăрмансен уçланкисенче мĕн кăна йăванса выртмасть-ши тата? Картун коробкăсемпе пластик савăтсене курсан, çак тасамарлăха пĕр-пĕр предприниматель килсе тăкнине чухлама пулать. Анчах кам – аллине хурса хăварман.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тăван тавралăха, урамсемпе çырма-çатрасен хĕррине варалакансене хытă асăрхаттарманни, явап тыттарманни тĕлĕнтерет. Тирпей-илемшĕн çăва тухсан çеç мар, çулталăкĕпех тăрăшмаллине мĕншĕн манатпăр-ши?

Кунран-кунах хĕвел хытăрах хĕртет, çĕр пичĕ юртан тасалсах пырать. Çавна май юр айĕнчен тухакан çÿп-çаппа ăпăр-тапăра пуçтарсах тăрасчĕ, ку ĕçе коммунальщиксене çеç шансан эпир нихăçан та тасамарлăхран хăтăлса пĕтереймĕпĕр.

Хĕрлĕ Чутай салинче иртнĕ эрне кун тавралăха тасамарлăхран хÿтĕлес тĕлĕшпе пĕрремĕш субботник иртрĕ. Çапах та Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ тата Кивĕ центрĕсенче тасамарлăх халĕ те хуçаланать-ха. Ыр кăмăллăх çулĕнче районта ырă ĕçсем нумайрах тăвасчĕ, район центрĕ те, ялсем те тирпей-илемпе илĕртсе тăччăр тесе тăрăшасчĕ. Çакна тума тем чухлĕ укçа-тенкĕ кирлĕ мар, кашни çын тасалăхшăн тăрăшни çеç кирлĕ.



01 апреля 2008
00:00
Поделиться