Пенси виçи ÿснĕ
Уйăхсерен тÿлекен укçан çĕнĕ виçи 2008-мĕш çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çапла пулать: ватлăхри ĕç пенсийĕн, инвалидлăхпа, тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенсин страховани пайĕ 7, 5 процент чухлĕ ÿсет.
Тивĕçлĕ канăва тухнисен пурин те укçа пĕрешкел ÿсмест. Страховани виçи кашни пенсионерăн тĕрлĕрен, вăл стаж, шалу тата ĕçпе тивĕçтерекен Пенси фондне тÿленĕ взнос мĕнле пулнинчен килет. Пĕтĕмĕшле илсен, индексациленĕ май районта ĕç пенсийĕсем вăтамран 82 тенкĕ чухлĕ ÿсеççĕ. Ватлăхри ĕç пенсийĕ – вăтамран 83 тенкĕ, инвалидлăхпа – вăтамран 61 тенкĕ, тăрантарса пурăнакана çухатнипе параканни – вăтамран 89 тенкĕ нумайрах пулать.
Çарта суранланнипе инвалида тухнă çынсен вăтам ĕç пенсийĕ 89 тенкĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен 113 тенкĕ ытларах пулать. Апрель уйăхĕнчи индексацие шута илсен Хĕрлĕ Чутай районĕнче пенси тÿлеме уйăхсерен каякан тăкак 507, 3 пин тенкĕ чухлĕ пысăкланать.
Пулас пенсионерсен пенси укçин пухăнса пыракан пайĕ 20, 4 процент чухлĕ индексациленнĕ.
Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен соцпакечĕ 557 тенкĕпе танлашать, вăл шутран 495 тенки – медицина пайĕ, 62 тенки – транспорт пайĕ.