Медицина сестринче – 32 çул
Вĕсем пире пулăшасса шанатпăр. Акă, Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница çумĕнче йĕркеленнĕ врач офисне халăх йышлă çÿрет. Кунта хăтлă та çутă. Врачсемпе медицина сестрисем пациентсене кирлĕ пулăшупа тивĕçтерсе тăраççĕ. Лидия Витальевна Романова чирлисене процедура кабинетĕнче йышăнать, укол тăвать.
Л.В.Романова Туктамăш ялĕнче пурăнать. 32 çул ĕнтĕ тĕп больницăра тăрăшать. Района вăл 1976 çулта Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухсан килнĕ. Паянхи кунчченех çак ĕçре. Малтанхи çулсенче шăл кабинечĕн медсестри пулса ĕçленĕ, унтан 15 çул хушши гинекологи уйрăмĕнче тимленĕ. Халĕ, иккĕмĕш çул ĕнтĕ, врач офисĕнче вăй хурать. Хăй ĕçĕнче вăл пысăк опыт пухнă пĕрремĕш категориллĕ специалист.
Лидия Витальевна çак профессие хăйĕн кăмăлĕпе суйласа илнĕ. Тĕп тĕллев уншăн – чирлĕ çынна сыватасси. Медсестра тепĕр чухне çынна эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеме пулнине ăша хывса ĕçлет: чирлисемпе вашават, кăмăллăн калаçать. Унăн чĕвĕл-чĕвĕл сассине кашни уйăрать, хисеплесе калаçать. Коллективра та ырă ятпа çÿрет. Вăл ĕçе вăр-вар пурнăçлать, нихăçан та ÿркенсе тăмасть.
Çапла, больницăсенче ăшă кăмăллă медицина ĕçченĕсем тăрăшсан сиплев учрежденийĕсене çÿрес килет, чире те хăвăрт парăнтарма пулать.