Им-çамласа акар
Кунсăр пуçне тырă пĕрчисем çинче шăтаслăха чакаракан тĕрлĕ микроорганизмсем пулма пултараççĕ. Çак чирсем шала кайсан тырă тухăçне чакараççĕ. Çапла ан пултăр тесен вăрлăхсене ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен республикăри «Россельхозцентрта» тĕрĕслеттермелле, вара тин акмалла.
Вутпуççи пирки калас пулсан, чи анлă сарăлнă чир темелле. Вăл вăрлăх шăтаслăхне чакарать, шăтсан та ÿсен-тăран лайăх ÿсмест. Калча типсе ларать, имшер пулать. Им-çамласа акнипе çеç хуçалăхсем кашни гектар пуçне 3-4 центнер тухăç ÿстерме пултараççĕ.
Вутпуççи чирĕсемсĕр пуçне физариозлă гельминтоспориозлă, тымар çĕрĕкĕн чирĕсем те пур. Вĕсене кирлĕ препаратсемпе им-çамлани чирсене тĕпрен пĕтерме май парать.
Хальхи вăхăтра им-çамсем нумай. Вăл е ку препарата суйласа илнĕ чухне вăрлăх чирĕсене шута хумалла. Палăртмалла, хими тата биологи препарачĕсене ÿсен-тăрансене сыхлас тĕлĕшпе официаллă майпа им-çамсем сутакансенчен çеç илме тăрăшмалла. Çапла туянсан республика бюджетĕнчен 30 процентне дотаци параççĕ. Предпринимательсенчен туянсан препаратсем суя та пулма пултараççĕ.
Çур акиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ăна валли кăçал 1170 тонна вăрлăх кирлĕ.
Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх, районĕпе акмалли культурăсене 690 тонна им-çамланă, планпа 1500 тонна пулнă. Кăçалхи анализсене илес пулсан, вăрлăхра тыр-пул чирĕсем пурри палăрнă. Çурхи тулă 46-90 процент таран сиенленнĕ, урпа – 100 процент, сĕлĕ 81 процент таран чирлĕ. Пĕтĕмĕшле республикăри фитоэкспертиза мелĕпе ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕм вăрлăхăн 84 процентне тĕрĕслеттернĕ.
Хуçалăхсем тăрăх илсен, «Асамат» ТЯО, «Коминтерн», «Нива», «Победа» кооперативсем, В.Никитин фермер вăрлăха им-çамласа акассипе тăрăшарах ĕçленĕ. Çавăнпа вĕсенче тырă тухăçĕ ыттисенчен аванрах пулнă.
Асăнса хăвармалла, тыр-пула им-çамламалли препаратсем илес пулсан, хуçалăх ертÿçисен ядохимикат упракан складсем валли паспорт илмелле. Ăна Çĕмĕрлери Роспотребнадзор службинче параççĕ. Паянхи куна асăннă паспорта «Коминтерн» ЯХПК çеç туяннă. Ыттисем «вăранман-ха». Çак паспортсăр хуçалăхсем хими препарачĕсене туянаймаççĕ, апла пулсан вăрлăха им-çамласа акаймаççĕ. Ядохимикатсемпе ĕçленĕ чухне ĕç сыхлавне çирĕп пăхăнмаллине те манас марччĕ.
Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ япăхланни мĕнрен килет-ха; Тыр-пул чирĕ сарăласси пусă çаврăнăшне пăхăнманнинчен, кондицие ларман вăрлăх акнинчен, ăна им-çамламаннинчен тата ытти факторсенчен нумай килет. Çавăнпа хуçалăхсенче акнă хыççăн калчасене тĕрĕслесе фитосанитари мониторингне ирттермелле, чир чĕрсемпе кĕрешмелли тĕллевсене палăртмалла. Çĕр улмисене те яровизацилесе лартма тăрăшмалла.
Вăрлăха им-çамласа акни – чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли чи йÿнĕ меслет. Çавăнпа кăçал пĕр гектар çĕр те им-çамламан вăрлăхпа ан акăнтăр.