Юн пани пархатарлă
Юн пани çыншăн пĕрре те сиенлĕ мар. Юн илни икĕ эрнеренех саплашăнать, организм çакна тепĕр чух туймасть те. Анчах пурте донор пулма пултараймаççĕ: ÿсĕр, юн пусăмĕ пысăк, сарамак чирĕпе чирленĕ, нумай пулмасть операци тÿссе ирттернĕ, венери чирĕсемпе, туберкулезпа, чĕре чирĕсемпе асапланакансенчен юн илмеççĕ. 18-60 çулсенчи çынсем донор пулма пултараççĕ.
Кашни донорăн юнне тÿрех урăх çынна ямаççĕ, ăна чирсем тĕлĕшĕнчен çирĕп тĕрĕслеççĕ, хыççăн çеç унпа пĕлтерĕшлĕ ĕçре усă кураççĕ. Пациентăн юнĕ мĕнле ушкăнлă е резус-факторлă – ăна çав ушкăнлă юна çеç яраççĕ.
Паянхи куна районĕпе 36 Хисеплĕ донор шутланать. Çак ятпа 40 хутчен е ытларах юн паракан çынна чыслаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Сăмах май, 2007 çулта районта 160 çын юн панине регистрациленĕ. Шутласан ку сахал, пурĕ 300-тен кая пулмалла мар. Çавăнпа та юн паракансен йышĕпе мухтанма пултараймастпăр.
Çак кунсенче районти тĕп больницăра Донор кунĕ иртрĕ. Ырă ĕçе 87 çын хутшăнчĕ, вĕсенчен 29-шĕ – Атнар ял тăрăхĕнчен.
Çулталăк хушшинче çакнашкал юн парассине çуркуннепе кĕркунне йĕркелеççĕ. Çитес тапхăрта донорсен йышĕ ытларах пуласса шанатпăр.
Юн парассинчен ан хăрăр. Пĕр енчен вăл сывлăхшăн усăллă, тепĕр енчен çакă – пархатарлă ĕç.