Пăшатана михĕре пытараймăн
2007 çулта районĕпе сăмакун сутнă 29 тĕслĕх тупса палăртнă, ку енĕпе административлă ĕç пуçарнă, кашнине 2500-шер тенкĕ штрафланă. Эрехпе сутă тунăшăн иккĕмĕш хут çакланакансем пирки уголовнăй ĕç пуçараççĕ. Айăплава вара суд татса парать. Кăçалхи виçĕ уйăхра сăмакун юхтарса сутă тунăшăн 5 çынна тытса чарнă: Анат Чутайра – 3 çын, Сĕнтĕкçырминче – 1, Туктамăшра – 1. Вĕсем çур литр эрехе 50 тенкĕпе ярăнтарнă. Çавăн пек хăтланнăшăн вĕсене 2500-шер тенкĕ штраф панă. Милици ĕçченĕсем çак операци тапхăрĕнче пурĕ 8 литр сăмакун туртса илнĕ, ăна тĕрĕслеве янă. Экспертиза «хаяр шĕвекре» спирт хутăшĕ çуккине палăртнă. Хальлĕхе «суррогатпа» сутă тăвакансене тупса палăртман. 2006 çулта çакăн пек 2 тĕслĕх регистрациленĕ, «тупăш ăстисене» уголовнăй майпа явап тыттарнă.
Палăртмалла, сăмакун сутакансемпе кĕрешесси çăмăл ĕç мар. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те вырăнта «сăмакунçăсемпе» ĕçлеççĕ. Вĕсем кашни ялта кам эрех сутса тупăш тунине пĕлсе тăраççĕ, шалти ĕçсен пайне «усламçăсен» списокне тăратаççĕ. Анонимлă майпа пĕлтерекенсем те пур. Çав йĕрсем тăрăх тĕрĕслесе пирĕн сотрудниксем эрех сутакансене тытса чараççĕ. Сăмах май, саккун тăрăх, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем «аншарли» юхтарнăшăн мар, çав йÿç шĕвекпе сутă тунăшăн çеç явап тыттарма пултараççĕ.
Граждансен эрех сутса тупăш илесси пирки шухăшламалла мар. Саккуна пăсса пуйни ырăпа вĕçленмест. “Пăшатана михĕре пытараймăн”, – тенине шута илесчĕ.