Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Милици хроники

Ют пурлăха куç хывнă

2007 çулхи сентябрь уйăхĕнче милици ĕçченĕсем Хĕрлĕ Чутайри Пионер урамĕнчи пĕр хуçалăхран тĕрлĕ тĕслĕ тимĕрпе услам тăвакансем япаласем йăкăртни пирки ĕç пуçарнă. Кăçалхи март уйăхĕнче вăрра ярса илнĕ. Çак ĕçе 1991 çулхи çамрăк тунă иккен.

Электроэнерги вăрлакансемпе çине тăрса кĕрешеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çутă вăрлакансем пирки 4 уголовнăй ĕç пуçарнă. Март уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутайри Гагарин урамĕнче пурăнакана тата Хусанушкăнь ялĕн çыннине саккуна пăснăшăн тытнă. Айăплисене халĕ явап тыттараççĕ.

«Путь Ильича» колхозран хăмла типĕтмелли цехра ларакан автомашинăсен радиаторĕсем «ураланнă». Кукăр алăллă ухутниксене шыраççĕ.

Руль умĕнче – ÿсĕрсем

Руль умне ÿсĕрле ларнăшăн пысăк явап тыттарнине кашни водитель пĕлет. Çапах та йĕркене пăсакансем тупăнаççех. Март уйăхĕнче ГИБДД ĕçченĕсем вăрман леш енче ÿсĕр водителе тытса чарнă. Вăл Етĕрне çынни пулнă.

Çак уйăхрах I Хурашашра ÿсĕр водитель çул-йĕр инспекторĕсемпе хирĕçнĕ. Яваплăхран пăрăнас тесе вăл милици ĕçченĕсене хирĕç пуртăпа тăнă. Пуçтах водителе штрафланă.



28 марта 2008
00:00
Поделиться