Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çамрăксем преступлени ан туччăр

Обществăна пур енлĕн аталаннă сывă çынсем кирлĕ. Анчах ку тĕлĕшпе çине тăрса тĕллевлĕн ĕçлемелле. Тÿрĕ кăмăллă çын пулса ÿсесси ачаран пуçланать-çке.

Çул çитмен çамрăксене тĕрĕс воспитани парса, ырă тĕслĕх кăтартса ÿстересси – ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Анчах та хăш-пĕр çемьесенче аслисем ачан телейлĕ пуласлăхĕшĕн тăрăшни сисĕнмест. Ачасем вара урама иленеççĕ, унта канлĕх шыраççĕ. Ашшĕ-амăшĕн юратăвне, пулăшăвне туймасăр çитĕнекенскерсем, ушкăнланса çÿреççĕ, хăш чухне преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Саккуна пăсни вара ырри патне çитермест. Ун пеккисене учета илеççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсем педагогсемпе çыхăнса кашнинех тĕрĕс çул çине тăма пулăшас енĕпе ĕçлеççĕ.

Иртнĕ çул право йĕркине пăхăнманшăн 29 çамрăка учета илнĕ. Вĕсем 17 преступлени тунă, вĕсенчен 3 тĕслĕхĕ – 2006-мĕш çулта тунисем. Урăх хула-районсенчи ачасем 6 хутчен йĕркене пăснă. Пĕлтĕр çул çитмен 4 ачана учетра тăнă вăхăтра хăйсене лайăх енчен кăтартнăшăн, йĕркеллĕ тытнăшăн учетран кăларнă.

2008 çулта çул çитменнисен инспекцийĕнче 18 çамрăк учетра тăрать. Февраль уйăхĕнче йĕркене пăснăшăн 4 ачана çав ушкăна кĕртнĕ. Акă, Калкассинчи М. сотовăй телефон йăкăртнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 1992-1993 çулсенче çуралнă 3 хĕр хăйсенчен кăшт кĕçĕнрех хĕр ачана чышкăласа илнĕ. “Паттăр” хĕрсене «вăрçă пуçарнăшăн» профилактика учетне илнĕ. Палăртмалла, темиçе хутчен преступлени тунисене ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Çул çитменнисене тĕрĕс çул çине тăратас, преступлени тăвасран асăрхаттарас тĕлĕшпе эпир, инспекторсем, шкулсенче пулса вĕренекенсемпе право йĕркине пăхăнса пурăнмалли çинчен калаçусем ирттеретпĕр, каçхи рейдсене тухатпăр, ачасем пушă вăхăтра мĕнпе интересленнине тĕрĕслетпĕр, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем çапкаланса çÿресрен вĕсене усăллă ĕçе явăçтарассипе тимлетпĕр. Хăшĕсем кану лагерĕсенче пулса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ.

Воспитани ыйтăвĕ пысăк вырăн йышăннине ашшĕ-амăшĕн манмалла мар. Йĕркесĕр çемьесенчи ачасем преступлени тăвас хăрушлăх пысăк. Çитĕнекен ăру тĕрĕс мар çул çине ан тăтăр тесен ачасене канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме условисем туса памалла. Ашшĕ-амăшĕсен çумра ача пуррине манас марччĕ.



"Пирěн пурнăç"
28 марта 2008
00:00
Поделиться