Хире тухас умĕн
Çурхи ака-суха ĕçĕсем çывхарнă май çĕр ĕçченĕн канăçсăр кунсем пуçланчĕç. Уяр кунсемпе туллин усă курса агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакансем ял хуçалăх техникине юсас ĕçе вĕçлеме васкаççĕ, вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеççĕ, сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе минерал удобренийĕсем янтăлаççĕ. Çур аки ирттерес ыйтупа республикăри аграрисем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи “Коминтерн” хуçалăхра республикăри семинар ирттерчĕç. Унта хутшăннисем чи малтан хуçалăхăн машина-трактор паркĕнче ял хуçалăх техникин куравĕпе паллашрĕç. Кунта хамăр çĕршывра туса кăларакан техника кăна мар, ют çĕршыври те чылай.
Ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев тĕл пулăва уçнă май çапла каларĕ: “Паянхи куравăн тĕллевĕ - ял хуçалăх продукчĕ туса илекенсене хальхи çĕнĕ техникăпа туллин паллаштарасси, хамăр çĕршывра туса кăларнисемпе пĕрлех ют çĕршыврисемпе те. Республикăри аграрисене паха техника суйласа илме пулăшасси».
Куравра тракторсем кăна мар, çĕре кăпкалатмалли, тырă пуçтарса кĕртмелли агрегатсем те пулчĕç. Хуçалăх ертÿçисем хăватлă техника сутакан компанисемпе çыхăну йĕркелерĕç. Акă Канаш районĕнчи «Цивиль» ертÿçи Вениамин Ефимов 12 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техникин тулли комплектне илме килĕшни çинчен пĕлтерчĕ. Шупашкарти «Промтрактор» АУОн «Четра» трактор хăвачĕ 315 лаша вăйĕпе танлашать, хальхи вăхăтра ăна федерацин Кăнтăр округĕнчи уй-хирсенче тĕрĕслеççĕ. Ăна малашне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уй-хирсенче те курма пулĕ.
Республика Президенчĕн «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çырăвĕ пурнăç чăнлăхĕпе пĕр килет. «Чăваш Еншĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вăй-хăват пулса тăраççĕ, çавăнпа та хуçисем юхăнтарса янă 75 пин гектар ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртес ыйтăва ним тăхтаса тăмасăр татса памалла», - терĕ вăл. Ку енĕпе пурин те çанă тавăрса ĕçлемелле. Муниципалитетсем халиччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе ятарлă ĕç планĕсем туса хатĕрленĕ. Куславкка, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк районĕсенче усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕ уйрăмах нумай.
Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри тата Çĕмĕрле районĕсенче те усă курман çĕр лаптăкĕсем 15 процент ытла. Тĕпрен илсен çĕрпе эффективлă усă курас ыйтусемпе вырăнти муниципалитетсен пуçаруллăрах ĕçлемелле.
Энерги ресурсĕсене перекетлеме май паракан технологисемпе усă курнин ырă енĕсем çинчен республикăри «Агро-Инновацисем» предприяти директорĕ Николай Васильев пĕлтерчĕ. Кăçалхи çур аки вăхăтĕнче усă курмалли сĕнÿ-канашпа паллаштарчĕ, вĕсене çанталăк условийĕсемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх, уй-хир юртан пуш уйăхĕн вĕçĕнче - ака пуçламăшĕнче тасалса çитмелле. Ака-суха тума çĕр пур çĕрте те пĕр пек пулса çитеймĕ, ака уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче республикăра çур акие хĕрсех пуçăнмалла.
Чăваш Ен патшалăх техника надзорĕн тĕп инспекторĕ Владимир Дмитриев усă курман çĕрсене кăçал çаврăнăша кĕртме майсем пуррине палăртрĕ. Сăмахран, республикăра 4900 трактортан, маларах палăртнă тăрăх, 3800-шĕ çур акине хутшăнĕç. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пултараççĕ. Çĕнĕ техника ĕç хăвăртлăхне палăрмаллах ÿстерĕ.
Чăваш Ен «Россельхозцентр» ертÿçи Николай Якимов тата “Апат-çимĕç фончĕн” директорĕ Юрий Федоров вăрлăх хатĕрлес тата ĕç тухăçлăхне ÿстерес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Паха вăрлăх - ÿсĕм çăл куçĕ. Анчах пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра вăрлăхăн 78 проценчĕ çеç акма юрăхлă. Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Канаш районĕсенче ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕç.