Пултаруллă та хастар
2002 çулта алла диплом илнĕ хыççăн вăл Етĕрнери 25-мĕш номерлĕ лицейăн районти филиалĕнче историпе правоведени предмечĕсене вĕрентнĕ. 2003 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти тĕп библиотекăра (халĕ вăл ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека) ĕçлеме пуçлать. Марина Витальевна ялсенчи библиотекарьсене методика пулăшăвĕпе тивĕçтерет, вĕсемпе семинар-канашлусем йĕркелет. Вăл хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă.
2005 çулта çамрăк специалиста республикăри професси конкурсне активлă хутшăннăшăн Дипломпа чысланă. 2007 çулта ăна библиотека ĕçченĕсен кунĕнче райадминистрацин социаллă аталану пайĕн Хисеп грамотипе хавхалантарнă. Çавăн пекех Марина Витальевнана иртнĕ çулта художество пултарулăх мероприятийĕсене хастар хутшăннăшăн Дипломпа чысланă. Сăмах май, М.В.Мамуткина библиотека çумĕнче йĕркеленнĕ «Çĕрпĕç» фольклор ушкăнне çÿрет. Пултарулăхĕпе хастарлăхне шута илсе Марина Витальевна Мамуткинана 2008 çулта ЧР Президенчĕн стипендине пама йышăннă.