Илемлĕ-çке чăваш пики
Март уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăра 3-мĕш хут «Чăваш пики» конкурс иртнĕ. Ăна яланхи пекех ЧР Культура министерствипе Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ. Конкурса 14 пике хутшăннă. Вĕсем чи малтан хăйсемпе паллаштарнă, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартнă, жюри членĕсене хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе хăналанă. Унсăр пуçне тĕрлĕ ыйтăва хуравланă хĕрсем.
Паллах, конкурса хутшăннă пикесем пурте хитре, илемлĕ, ăслă-тăнлă, пултаруллă... «Чăваш пики» ята О.Воробьева (Шупашкар районĕ) çĕнсе илнĕ, çавна май вăл кĕркунне Мускавра пирĕн республика чысне хÿтĕлĕ. «Ăс пики» – А.Иванова (Етĕрне), «Хÿхĕм пике» – Ю.Чебукова (Канаш районĕ), «Çепĕç пике» – Г.Строгина (Куславкка районĕ), «Куракансем кăмăллакан пике» Г.Катейкина (Хĕрлĕ Чутай) пулса тăнă.
"Пирěн пурнăç"