Çырăнмасăр пурăннине мĕнле хаклатăр
Наташа (19 çулта): Çырăнмасăр пурăннине хурламастăп, ырлатăп çеç. Хăвăн мăшăрна пĕрлешиччен тĕплĕнрех пĕлсе çитмелли май ку. Тен, упăшку кăмăлĕпе начар; Хĕрпе çÿренĕ чух вĕсем пурте çепĕç, чĕрене ирĕлтерекен сăмахсем çеç калаççĕ. Хăть ирĕклĕ мăшăрлану, хăть саккунли – çавах мар-и; Пур пĕр пĕрле вĕт. Паспорт çинче штамп çукки ниме те пĕлтермест. Пĕр-пĕрне килĕштерсен, чун-чĕререн юратсан çырăнмасăр пурăнма та юрать тесе шутлатăп.
Дима (20 çулта): Çырăнмасăр пурăнни-и; Ним япăххине те курмастăп кунта. Хальхи вăхăтра пĕрлешес тесен ик-виç уйăх Мускавра стройкăра самаях тар тăкмалла. Туй валли укçа ĕçлесе пуçтариччен пĕрле пурăннине хурламастăп. Çапах та кайран юратăва саккунлă майпа çирĕплетмеллех.
Юля (23 çулта): Савни пĕрле пурăнма сĕнчĕ. Килĕшмерĕм. Тен, вăл мана кайран пăрахĕ; Кăшт вăхăт иртсен туй тусах пĕрлешрĕмĕр. Халĕ чиперех пурăнатпăр.
Коля (21 çулта): Çырăнмасăр пурăнни пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлсе çитме çеç пулăшать. Хĕр мĕнлерех кил хуçи пулнине тĕрĕслемелле. Кĕпе-йĕм çума, апат пĕçерме, пÿртре тирпейлеме пĕлмен арăм мĕн тума кирлĕ;
Алина (21 çулта): Кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Камăн мĕнле пурăнас килет – çавăн пек пурăнччăр. Çапах та, ман шутпа, хут уйăрса пĕрлешни лайăхрах.