«Юность» малта пырать
Районта волейболла выляссипе чемпионат пуçланчĕ. Хальхи вăхăтра иккĕмĕш çаврăмри вăйăсем пыраççĕ. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, “Юность” (спорт шкулĕн коллективĕ) команда малти вырăна çирĕп тытса пырать. Иккĕмĕш вырăнта – “Заря” (Штанаш ял тăрăхĕн спортсменĕсем), виççĕмĕш – “Фемида” (йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем). Юлашки вăйăра штанашсемпе спорт шкулне çÿрекенсем хушшинче кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Командăсенчен кашни вăйлă пулчĕ. Çапах “Юность” ушкăн ăнăçу турĕ.
"Пирěн пурнăç"