Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене – пулăшу
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай Чăваш Республикин “Ĕç ветеранĕсемпе вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен” саккуна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлет. Акă, çак кунсенче кăçалхи март уйăхĕшĕн 409 çын валли телефонпа усă курнăшăн 50 процентлă компенсаци укçи – пĕтĕмпе 33, 7 пин тенкĕ – куçарса панă.
239 çын компенсацие Перекет банкĕн филиалĕсен ятлă (лицевой) счечĕсем, 170 çын почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем урлă илме кăмăл тунă.
Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа ветерансемпе тыл ĕçченĕсене 97, 2 пин тенкĕ тÿленĕ.
"Пирěн пурнăç"