Уçман çереме кам уçĕ
Пĕрлехи лару «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе республикăра мĕнле ĕçленине, «Раççей гражданĕсене – туянма май пур тата хăтлă хваттерпе тивĕçтересси», çурт-йĕр тăвакан «ИСК» ТЯО комбинат малашлăхĕ пирки, экологи хăрушсăрлăхĕ туса хурасси, йăлара пухăнакан каяшсене сиенсĕрлетесси çинчен тата ытти ыйтăва пăхса тухрĕ.
– Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем республикăра пурăнакан кашни çынна тÿрремĕнех пырса тивеççĕ, – терĕ Президент. – Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртни ял хуçалăх продукцийĕн пахалăхĕпе тата продукци хакĕпе, çынсем çĕрпе мĕнлерех усă курнипе çыхăннă, пурăнмалли хваттер нумайрах тăвасси çурт-йĕр комбинатне анлăлатнинчен, унăн хăватне ÿстернинчен килет. Экологи хăрушсăрлăхĕ туса хуни тавралăха тирпейлĕ тытма, çынсен пурнăçне лайăхлатма май парĕ.
Ларура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕçре пысăк çитменлĕхсем пуррине палăртрĕç. Чăваш Ен Ял хуçалăх тата Пурлăх министерствисем, муниципалитет районĕсемпе федерацин Чăваш Республикин территорийĕнчи органсем ял тăрăхĕсене инвестици хывма чăрмантараççĕ. Президент çакăн пек çирĕп тĕллев палăртрĕ – кăçал республикăра 50 пин гектартан кая мар çĕр лаптăкне çĕнĕрен çаврăнăша кĕртмелле.
Экологи хăрушсăрлăхĕ çинчен ыйту сÿтсе явнă чухне Президент çакна палăртрĕ: хытă каяшсене ирĕке тĕлли-паллисĕр кăларса пăрахакансенчен тĕрĕслев органĕсен çирĕпрех ыйтмалла. Ку ыйтупа халăхра ăнлантару ĕçне тĕпрен вăйлатмалла, организацисен ертÿçисен çÿп-çапа пухма тата ирĕке илсе тухма килĕшÿ тумалла. Президент çуркунне “Çÿп-çапа хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх” ирттерме сĕнчĕ.