Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шыв çинче тимлĕх кирлĕ

Çуркунне хăйĕн вăйне кăтартать – юр ирĕлсе пĕтнĕпе пĕрех, часах Сăр пăрĕ те тапранать. Паллă, çак тапхăрта çынсем кимĕсемпе шыв çине тухаççĕ.

Анчах та çил вăйлă вĕрнипе е урăх сăлтавпа кимĕ ÿпĕнсе каяс хăрушлăх пур. Çакна шута илсе шыв çинче асăрхануллă пулмалла. Акă, 7-8 градус сивĕ шывра çын 3-4 сехет хушши тытăнса тăма пултарать. Çакна шанмалла тата ĕненмелле.

Шыва кĕрсе ÿкнĕ хыççăн та çĕлĕке е картуса хывма ан васкăр. Мĕншĕн тесен организмри ăшăн 40-60 проценчĕ пуç витĕр тухса каять. Алăпа ура пÿрнисем малтанах пĕлми пулнăшăн та хăрамалла мар. Кайрантарах çакă иртсе каять. Ăшăнма тытăниччен выртса çывăрма юрамасть. Çавăн пекех шыва анса кайнă çынна эрех ĕçтермелле мар. Çакна та палăртмалла. Çĕн Ирчемес, Мучикасси, Пантьăк, Упукушкăнь плотинисем çинче уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

ГИМС-ăн районти инспекцийĕ çавăн пекех шыв çинче ишмелли хатĕрсене регистрацилемелли çинчен пĕлтерет. Районта пурăнакансенчен чылайăшĕ килте ниçта та регистрацилемен кимĕ тытать. Вĕсем хăйсене кирлĕ вăхăтра саккуна пăсса унпа усă кураççĕ. Ун пеккисене РФ УК 8, 11 статйисен 1-мĕш пайĕ тăрăх явап тыттараççĕ, кимĕсене туртса илме те пултараççĕ. Çавăн пекех номерсĕр кимĕпе ишекенсене пысăк штраф кĕтет.

10 лаша вăйĕнчен ытларах двигательлĕ кимĕсене регистрациленĕшĕн – 200 тенкĕ, 10 лаша вăйлĕ кимĕсемшĕн – 50 тенкĕ, судно билечĕшĕн 50 тенкĕ тÿлемелле.



"Пирěн пурнăç"
22 марта 2008
00:00
Поделиться