Хăвăрт утассин аталанăвĕн историйĕнчен
Раççейре хăвăрт утакансен ăмăртăвĕсем XIX ĕмĕр вĕçĕпе çыхăннă. 1892 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Санкт-Петербургра хăвăрт утакансен кружокĕн членĕсем çĕршывра пĕрремĕш хут ăмăртусем йĕркеленĕ.
1912 çулта Раççей спортсменĕ Алексис Айде (Рига) пĕрремĕш хут Олимп вăййисене хутшăннă. Стокгольмра вăл малтанлăха ирттернĕ ăмăртура 10 километра 59 минут та 24, 52 çеккунтра утса тухнă, анчах финала лекеймен. Ытла та тан мар пулнă Раççей спортсменĕсемпе тĕнчери пултаруллă спортсменсен хатĕрленÿ шайĕ.
Хăвăрт утассине аталантаракансен историне чăваш спортсменĕсем те хăйсен мухтавлă страницисене çыраççĕ. Иртнĕ ĕмĕрти аллăмĕш çулсен варринелле Шупашкарта Василий Семенов хăвăрт утакансен секцине йĕркелет. Унăн вĕренекенĕ Михаил Алексеев 1970 çулта Европăра мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче бронза медаль çĕнсе илет. 1976 çулта чăваш спортсменĕ Виктор Семенов Олимп вăййисене пĕрремĕш хут хутшăнать. 20 километра утакансем хушшинче 15-мĕш вăхăт кăтартать.
1981 çулта Валенсире (Испани) ирттернĕ Тĕнче кубокне Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче пĕрремĕш хут чăваш спортсменкисем Александра Деверинскаяпа Ольга Чугунова хутшăнаççĕ. Сăмах май, А. Деверинская тĕнчери ăмăртусенче 3 хутчен тĕнче рекордне тăвать.
1991 çулта Алина Иванова Тĕнче чемпионатĕнчен (Токио) пĕрремĕш хут ылтăн медальпе таврăнать. XXV Олимп вăййисене (Барселона, 1992 çул) Чăваш Енрен Алина Иванова, Елена Николаева (2-мĕш вырăн), Владимир Андреев хутшăнаççĕ.
XXVI Олимп вăййисенче (Атланта) Елена Николаева чăваш спортсменкисенчен пĕрремĕш хут ылтăн медаль çĕнсе илет.
XXVII Олимп вăййисенче (Сидней) Владимир Андреев бронза медале тивĕçет.
2002 çулта Европа чемпионатĕнче (Мюнхен) Олимпиада Иванова, Елена Николаева, Владимир Андреев çав тери ăнăçлă кĕрешеççĕ, 1 ылтăн, 2 кĕмĕл медале тивĕçеççĕ.
2003 çулта Европăн кубокĕ Шупашкарта иртет.
2004 çулта Грецире иртнĕ Олимпиадăра чăваш спортсменкине Олимпиада Иванована кĕмĕл медальпе наградăлаççĕ, тепĕр çулне вăл 20 километра утассипе тĕнче чемпионки пулса тăрать.
2008 çулхи майăн 9-11-мĕшĕсенче хăвăрт утакансен Тĕнче кубокĕ Шупашкарта иртет. Чăваш Ен чăннипех хăвăрт утакансен тĕнчери центрĕ пулса тăни çинчен калать ку.