ЧР Президенчĕн Указĕсене – пурнăçа
Информаци кунне хутшăнма Шупашкарти граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ (ушкăн ертÿçи) В.Н.Петьков, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Т.Д.Минина, ЧР куçман пурлăх объекчĕсен кадастр пайĕн федераллă агенствин управленийĕн ертÿçин çумĕ Д.В.Трушин килсе çитнĕ.
10 ушкăн ял тăрăхĕсене, ĕç коллективĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсене çитсе халăхпа тĕл пулнă. Пухăннисем автомобиль çулĕсем тăвас, килти хушма хуçалăхри сĕт хакне ÿстерес тата ытти ыйтусене те хускатнă. Шупашкартан килнисем тата район ертÿçисем пур ыйтусене те тĕплĕн хуравланă.
Кăнтăр иртсен Информаци кунне район активĕ хутшăннипе райадминистрацире пĕтĕмлетнĕ.