Ача ытларах çуралать
2008 çулта ача çураласси лайăх енне улшăнни сисĕнет. Районти ЗАГС специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 45 пепке çут тĕнчене килнĕ. 2007 çулта çак тапхăрта 31 ача çуралнă. Çемье çавăракансен йышĕ те ÿснĕ. Кăçал 26 мăшăр чăмăртаннă, иртнĕ çул пĕрлешекенсем 19 пулнă.
Шел те, вилекенсен хисепĕ çав-çавах пысăк. Çулталăк пуçланнăранпа 117 çын çĕре кĕнĕ, çав шутран пĕр çултан иртнĕ икĕ ача (Мишеркассипе Тумликасси ялĕсенче) вилнĕ.
"Пирěн пурнăç"