Ăмăртура çĕнтернĕшĕн
ЧР Экономика аталанăвĕн суту-илÿ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республика Правительстви 2007 çулта экономика ăмăртăвĕнче мала тухнă муниципалитет районсемпе хула округĕсене укçан преми парса хавхалантарма йышăннă.
Пĕрремăш ушкăнри хула округĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăншăн Шупашкара – 1, 39 миллион тенкĕ.
Иккĕмĕш вырăншăн Канаша – 0, 83 миллион тенкĕ.
Иккĕмĕш ушкăнри муниципалитет районĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăншăн Етĕрне районне – 1, 39 миллион тенкĕ, иккĕмĕш вырăншăн Шупашкар районне – 0, 83 миллион тенкĕ, виççĕмĕш вырăншăн – Муркаш районне – 0, 56 миллион тенкĕ.
"Пирěн пурнăç"