Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çунатлă туссене халалласа

Халăх календарĕ тăрăх, март уйăхĕн 14-мĕшĕ – Кайăксен кунĕ. Çавна май, Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта шăп та лăп çак кун уроксем хыççăн биологи предметне вĕрентекен Римма Владимировна Вазякова Кайăксен кунне халалланă мероприяти ирттерчĕ. Хаваслă мероприятие пурте пĕтĕм кăмăлтан хутшăнчĕç. 5-8 классенче вĕренекенсем малтанах командăсем йĕркелерĕç. 5-мĕшсем – «Ула таккасем», 6-мĕшсем «Шăнкăрчсем» пулнă, 7-мĕшĕнче вĕренекенсен ушкăнĕ – «Чĕкеçсем», 8-мĕшĕсен «Тăманасем» ятлă.

Командăсем сцена çинче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă вăхăтра вĕсемшĕн «чирлекенĕсем» тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, балсем пухрĕç.

Пĕрремĕш конкурсра хамăр тăрăхра пурăнакан кайăксен ячĕсене кам нумайрах пĕлнине тĕрĕслерĕç. Ку енчен 8- мĕшсем пултаруллăрах пулни курăнчĕ.

Иккĕмĕш ĕçре кайăксемпе çыхăннă тĕрлĕ произведенисен, çав шутрах юрă-сăвăсен ячĕсене пĕлни те кирлĕччĕ. Çак ăмăртура 7- мĕшĕнче вĕренекен хĕр ачасем пуринчен те малта пулчĕç. Пуç ватмăшсенчи сас паллисене тĕрĕс тупса кайăксен ячĕсене çырассипе 5-мĕшсем çĕнтерчĕç.

Жюри членĕсем пĕтĕмлетÿсем тунă тăрăх, çакă палăрчĕ: 11 балл пухса 6-мĕш классем тăваттăмĕш вырăнпа килĕшрĕç, пиллĕкмĕшсем 19 балл пухса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç, саккăрмĕшсем 26 балпа иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Пуринчен те пултаруллăраххисем, тÿсĕмлĕреххисем çиччĕмĕш класăн «Чĕкеçĕсем» пулчĕç, вĕсем 29 балл пухса чи хисеплĕ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Вĕренекенсем уяв ячĕпе стена хаçачĕсем те кăларнă, вĕсене кайăксен ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ, хыпар-хăнарпа пуянлатнă. Жюри пăхса хакланă тăрăх, пĕрремĕш вырăна саккăрмĕш классем тивĕçрĕç, иккĕмĕшне – çиччĕмĕшсем, пиллĕкмĕшсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Шăнкăрч вĕллисем те ăсталанă шкул ачисем. Пуринчен те лайăхрах вĕлле 7-мĕш класра вĕренекен Лилия Андрианован пулчĕ. 5-мĕшĕнче вĕренекен Ольга Кузьминапа Анастасия Солдаткина, виççĕмĕшĕнчи Татьяна Федотова çунатлă туссем валли хатĕрленĕ вĕллесем те лайăхчĕ. Маттур хĕр ачасем иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Кайăксен кунĕ пурне те савăнтарчĕ, пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ.



"Пирěн пурнăç"
22 марта 2008
00:00
Поделиться