Çĕнĕлĕхе ăша хываççĕ
Районти тĕп больница хальхи хăватлă медицина оборудованийĕсемпе пуянланса пынине куçпа куратпăр. Çакна пĕтĕмпех халăха медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатассишĕн, шурă халатлă ĕçченсен ĕçне çăмăллатассишĕн йĕркелеççĕ.
Кунта “Сывлăх” наци проекчĕн витĕмĕ пысăк. Акă, çĕнĕлĕх больницăри лаборатори кабинечĕсене те çитрĕ. Иртнĕ çулта шăк тата юн анализĕсене тĕрĕслемелли çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Халĕ медицина сестрисем пациентсен ыйтăвĕсене хăвăрт тивĕçтереççĕ. Лаборатори ĕçченĕсем çĕнĕлĕхпе кăмăллă.
"Пирěн пурнăç"