Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вĕрентÿпе пурлăх никĕсĕ çирĕпленет

“Вĕрентÿ” наци проектне ĕçе кĕртнĕ май, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен вĕрентÿпе пурлăх никĕсĕ самаях çирĕпленет. Акă, иртнĕ çул тĕрлĕ оборудовани, шкул автобусĕсем, компьютерсем, мультимедиа проекторĕсем, телевизорсем, килти кинотеатрсем, видеокамерăсем тата ыттине те чылай туяннă. Ку енĕпе пурĕ 2 млн. та 778 пин тенкĕ ытла тăкакланă.

Пĕлтĕр вĕрентÿ учрежденийĕсене хальхи компьютерсемпе тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Сăмахран, 2006 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20 вĕренекен пуçне пĕр компьютер лекнĕ, 2007 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара 13, 8. Çакна та палăртса хăвармалла. Информаци технологийĕсемпе усă куракан учительсен йышĕ ÿснĕ. 2005-2006 вĕренÿ çулĕнче вĕрентекенсен 54 проценчĕ компьютерсемпе ĕçлеме пĕлнĕ. 2007 çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне ку хисеп 85 процента çитнĕ.

Пур шкулта та электронлă почтăпа усă кураççĕ. Çавăн пекех Интернета тухма та май пур.



"Пирěн пурнăç"
19 марта 2008
00:00
Поделиться