Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Республика кунĕ умĕн

«Чувашгражданпроект» институт харăсах Йĕпреçри темиçе çурта илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Чукун çул станцийĕ çывăхĕнчи çуртсен, Культура çурчĕн, 1-мĕш номерлĕ шкулăн, Перекет банкĕн фасачĕсем, чÿречисем, çи виттийĕсем хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăрĕç.

Асăнупа мухтав скверĕнче часавăй тата «вĕри точкăсенче» пуç хунă ентешсен ячĕпе Мухтав мемориалĕ пулĕ. Уçă вырăнта, этнографи музейĕнче, Республика кунĕнче, июнĕн 24-мĕшĕнче, фольклор искусствин смотрне йĕркелеме палăртаççĕ. Район центрне илемлĕх сăнĕ кĕртни ахальтен мар. Шупашкар, Муркаш районĕсемпе пĕрле Йĕпреç тăрăхĕнче те пысăк мероприятисем иртĕç. Йĕпреçсем хăйсем патĕнче хăнасене кĕтсе илсе уяв туса пама хатĕр. Социаллă-культурăллă, инженери, транспорт инфратытăмне лайăх аталантарни, çĕнĕ çурт-йĕр çĕклес енĕпе ăнăçлă ĕçлени çак чыса çĕнсе илме май панă.



"Пирěн пурнăç"
19 марта 2008
00:00
Поделиться